18 мая 2012 г.
Сăвăс çыртни хăйне май хăрушă мар, анчах та унăн сĕлекинче энцефалит вирусне пуçарса яракан инфекци упранни хытах сисчĕвлентерет. Сăвăс энцефаличĕпе чирлесен нерв системи хавшать, çурăм тата пуç миминчи хутăшсем сиенленеççĕ. Регионпа илес пулсан, вилекенсен хисепĕ 10-ран пуçласа 40 процента çитет. Сиплев ĕçĕсене вăхăтра пуçăнмасан çын ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлас хăрушлăх та пур.
Çут çанталăкра çак вируса ытларах чухне иксод сăвăсĕсем сараççĕ. Вĕсен организмĕнче энцефалит вирусĕ чылай вăхăт хушши упранма пултарать, "хуçине" çакă пĕртте чăрмав кÿмест, йăхран йăха куçса пыма та пултарать.
Çанталăк ăшăтсан сăвăс ларни час-часах тĕл пулать. Сăвăссем пуш-çу тата çурла-юпа уйăхĕсенче уйрăмах "хастар". Çулла вĕсем "наянланаççĕ", хĕлле "çывăраççĕ". Сывлăш температури кăштах хăпарсан, кÿленчĕксем пуçтарăнсан, хĕвел хĕрте пуçласан выçăскерсем вăранаççĕ те йăхне тăсмашкăн апат шырама пуçлаççĕ. Сăвăссем çынсене вăрманта, паркра, садра е кил умĕнчи тĕм-йывăç çинчен те тапăнма пултараççĕ. Вĕсем çын е ытти чĕр чун çывăхра иртсе каясса тÿсĕмлĕн кĕтсе лараççĕ, унтан тумтир е çăм çумне çакланса пĕрле ларса каяççĕ. Пÿрте çак "çăткăнсем" чĕрĕ чечексемпе тата вăрмантан татса килнĕ кăмпапа лекме пултараççĕ.
Сăвăс меллĕ вырнаçса ларсан пĕчĕк хоботне хута ярать, ун çинчи çакланакан хатĕрсем ÿт ăшĕнче уçăлса сарăлаççĕ, унтан çирĕп "тымар" яраççĕ. Çавăнпа та хурт-кăпшанка илнĕ чухне хобочĕ ÿт ăшĕнчех татăлса юлма пултарать.
Сăвăса ÿт çинчен питĕ асăрханса илмелле: чăмăртама юрамасть, суран ăшне чире пуçаракан хутăшсем лекме пултараççĕ. Хурт-кăпшанка татса пăрахни те вырăнсăр, ÿт пÿрленме тата шыçма пултарĕ.
Çак меслетсем сăвăсран хăтăлма пулăшĕç:
- сăвăса йодпа, ăшăтнă тип çупа, спиртпа е водкăпа тата ăшă одеколонпа сăтăрмалла. Çакăн пек тунă хыççăн хурт-кăпшанкă сывлайми пулать, хоботне пушатса тепĕр 20-30 минутран хăех хăпса ÿкет;
- енчен те сăвăс ÿкмест пулсан пинцетпа усă курма пулать. Пинцетпа çаклатнă хыççăн сăвăса туртма юрамасть, çавăрса кăларма тăрăшмалла. Çакăн пек тусан унăн пуçĕ татăлса юлмасть, хобочĕ те йăлтах вĕçерĕнсе тухать. Пинцетпа тытнă чухне сăвăса хыттăн хĕстерме юрамасть, вирус хурт-кăпшанкăн ăш-чикĕнчи хутăшсемпе пĕрле юна лекме пултарать.
Сăвăс пуçĕ ÿт ăшĕнче татăлса юлсан организма инфекци лекес хăрушлăх пур-пĕрех юлать. Çавăнпа та унтан шăрпăк кăларнă чухнехи пек хăтăлмалла. Чи малтанах "суран" вырăнне дезинфекцилемелле, унтан стерилизациленĕ йĕппе чакаламалла. Пуçне кăларса илсен çав вырăна йодпа е зеленкăпа сĕрмелле.
Сăвăс урлă тата ытти чирсем те лекме пултараççĕ, çавăнпа çак хурт-пăшанкă çыртни хăрушă тесе çирĕплетме те пулать.
А.АФАНАСЬЕВА,
эпидемиолог-врач пулăшуçи.