АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене çеç мар, çитĕннисене те чирлеттерет

18 мая 2012 г.

Хĕрлĕ шатра (корь) – ача-пăча чирĕ, анчах вăл çитĕннисемшĕн те хăрушă. Тахçан хĕрлĕхенпе ачасем кăна чирленĕ пулсан юлашки çулсенче вăл çитĕннисене те аптратма пуçларĕ. Акă, сăмахран, кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче Раççейре çак амакпа чирленĕ 900 тĕслĕх шута илнĕ, вĕсенчен 300 яхăн чирлĕ çын – çитĕнннисем. Чăваш Республикине урăх регионтан чир илсе килнĕ пĕр тĕслĕх пулнине палăртнă. Пирĕн районта юлашки 8 çулта хĕрлĕхенпе чирлени пулман. Çынсем таçти тăрăха та кайса çÿренĕрен хальхи вăхăтра чиртен асăрханма питĕ йывăр.

Хĕрлĕ шатра – йывăррăн иртекен инфекциллĕ чир. Унăн тĕп паллисем çакнашкал: чир ерсен 2-4 кунтан ÿт хĕрлĕ шатрапа витĕнет, çапла 5-6 кун тăрать. Малтан шатра пуçпа мăй таврашне тухать, унтан кĕлетке тăрăх сарăлать, температура хăпарса каять.

Çитĕннисем çак чире питĕ йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Хĕрлĕ шатра çире пур хĕрарăмсемшĕн уйрăмах хăрушă. Хĕрарăм чирлесен инфекци варти пепкене лекме, ăна вĕлерме е вăхăтсăрах çураттарма, е тата хырăма ÿкерме те пултарать.

Хĕрлĕхенрен сыхланмалли шанчăклă пĕр мел пур, вăл – вакцинаци. Ачасене çак чиртен çулталăк тата 6 çул тултарсан прививка тăваççĕ. 2012 çулта пирĕн районта çитĕннисене те прививка тума палăртнă. Çывăх кунсенче вакцина районти сиплев учрежденийĕсене çитмелле.

А.АФАНАСЬЕВА,

эпидемиолог врач пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика