18 мая 2012 г.
Пирус туртни тата алкоголизм паянхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Вĕсем кирек хăçан та "алла-алăн" пыраççĕ. Эрех ĕçекен çын, паллах, пируса та аллинчен вĕçертмест. Çак сиенлĕ икĕ япала организмшăн мĕн тери хăрушă пулнине чухламасть те-ши вара; Спиртлă шĕвек мĕн чухлĕ ĕçнине тата мĕн чухлĕ пирус туртнине палăртакан йĕркесенчи цифрăсем вышкайсăр пысăк. Çак цифрăсем обществăна тĕрĕс-тĕкел аталанма ура хураççĕ-çке. Ачасем, çул çитмен çамрăксем, пулас амăшĕсем, вăй питти çынсем пируспа алкоголе пула пĕтеççĕ. Усал йăла халăхра сарăлсах пырать, мĕншĕн тесен çынсен пысăк пайĕ çак ыйту çине çăмăлттай пăхать.
Пирус туртни ним çукран нимĕр туни, туртма пăрахасси пĕрре те йывăр мар. Пирус туртакан çынсем хушшинче ларнă чухне, вăйлă стресс пулсан, ăс-тăна витĕм кÿме çын çăвара пирус хыпать, туртас тесе тĕрлĕ сăлтав шырать. Теприсен организмĕ никотина хăнăхса çитет те, çав çынсен пирус шыраса тупса туртасси малти вырăна тухса тăрать, пуç ытти çинчен шутламасть.
Сывласа илекен пирус тĕтĕмĕнче виçĕ пин ытла тĕрлĕ сиенлĕ япала. Вĕсене пурне те астуса юлма май та çук. Анчах та токсинсен виçĕ тĕрлĕ ушкăнĕ çинчен пĕлмеллех.
Сăмаласем. Вĕсенчи канцерогенсем тип пырпа ÿпкене сиенлеççĕ. Çăварпа пыр ракĕ ытларах чухне пирус туртакансен пулать. Вăраха кайнă бронхитпа ÿслĕкĕн сăлтавĕ – пирусри сăмаласем.
Никотин. Никотин – наркотиклă вещество. Мĕн пур наркотик пекех хăйне пăхăнтарать. Чĕре таппин хăвăртлăхне, юн пусăмне ÿстерет. Пуç мимине витĕм кÿнĕ майăн никотин виçине ÿстерсе пыма ыйтать: малтан хавхалантарать, кайран халтан ярать.
Газсем (углерод, азот окиçĕсем тата ыт. те). Углерод окиçĕпе сĕрĕм пирус тĕтĕмĕн чи наркăмăшлă компоненчĕсем. Вăл чи малтанах гемоглобина сиен кÿрет. Пĕр цифра кăна та пулин астуса юлма тăрăшăр: пирус тĕтĕмĕнче 384000 ПДК наркăмăшлă хутăш е, урăхла, автомашинăсем кăларакан таса мар сывлăшран тăватă хут нумайрах. Циани водорочĕпе азот окиçĕ ÿпкене чирлеттереççĕ, çавна май çынна сывлăш çитми пулать.
Алкоголь организмри кашни чĕрĕ клеткăшăн наркăмăш шутланать. Алкоголь витĕмĕпе организмăн ĕçĕ-хĕлĕ пăсăлать, йывăр чир патне илсе çитерет. Пĕвер, пÿресем, чĕре тата ытти органсем ыратма пуçлаççĕ.
Алкоголь пуç мимин клеткисене уйрăмах пысăк витĕм кÿрет. Юнпа пĕрле пуç мимине питĕ хăвăрт çитнĕ алкоголь нервăсене пырса тивет, çавна май пуç миминчи пайсем хушшинчи çыхăну татăлать.
Пируспа ĕçкĕ этем пурнăçĕнчи чи пысăк та хăрушă тăшмансем. Вĕсене пула çынсем нумаййăн вилеççĕ, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен катăк ачасем çуралаççĕ.
Усал йăласенчен хăвăр тĕллĕн хăтăлаймастăр пулсан нарколог врачран пулăшу ыйтăр. Районăн тĕп больницин поликлиникинче нарколог врач сире 41 кабинетра йышăнать.
И.ПАВЛОВА,
районăн тĕп больницин нарколог врачĕ.