18 мая 2012 г.
Пайкилт ялĕнче пурăнакан Станиславпа Альбина Ивановсем патне Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чулхула облаçĕнчи Саров хулинче тăракан çар чаçĕнчен çыру килнĕ. Унта вĕсен ывăлĕ Артем службăра тăрать. Хальхинче вăл мар, унăн командирĕ А.Коновалов подполковник çырнă. Вăл Станислав Петровичпа Альбина Васильевнăна тĕрĕс воспитани парса пултаруллă, хастар, хăюллă, тăрăшуллă ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă.
"Сирĕн ывăлăр – маттур салтак, шанса панă çар хатĕрне лайăх пĕлет, ăна тирпейлĕ тытать. Подразделенин обществăлла пурнăçĕнче активлă. Хăйне лайăх енчен кăна кăтартать, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Командирсемпе начальниксем, юлташĕсем хушшинче пысăк хисепре. Малашне те çар тивĕçне лайăх пурнăçласа пырасса шансах тăратпăр", – тенĕ çырура.
Артем мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратнă.Шкулта лайăх вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ÿстернĕ. Инженер дипломне илсен салтака кайма ят тухнă.
Ивановсене Инесса ятлă хĕрĕ те савăнтарать. Вăл вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ, халĕ – Мускаври аслă вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ, экономист пĕлĕвне илет.
А.ВИТАЛЬЕВ.