АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемĕ – хамăрта

18 мая 2012 г.

Валентина Михайловна Федорова – чăн-чăн энтузиаст, чун-чĕрипе пуян çын. Вăл Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче Янкăлч вăтам шкулĕнче ăс пухнă. Шупашкарта пĕлĕвне малалла ÿстерсе професси илнĕ хыççăн пир-авăр комбинатĕнче 20 çул ытла вăй хунă.

Тăван ен туртăмĕ вăйлăрах пулни Федоровсене ачалăх сăпкине каялла илсе çитернĕ (мăшăрĕ Валерий Михайлович та – юнтапасем, Сивçырмапа Çĕнĕ Юнтапа – çуммăн вырнаçнă икĕ ял).

Çак пĕчĕк ялта чăннипех хастар, пурнăçа юратакан çынсем тĕпленнĕ. Федоровсем вара сивçырмасен кулленхи пурнăçне илемлĕрех, савăнăçлăрах тăвас тесе тăрăшакансем. Унччен лавкка та, клуб та пулнă-ха кунта. Сурăх ферми капмаррăн курăннă, унта ĕçе чун-чĕрепе парăннă çынсем вăй хунă.

Нуши-терчĕ сахал мар пĕчĕк ялăн. Куллен-кун кил-çуртра кирлĕ тавар туянма кÿршĕ яла çÿресси çăмăл мар, паллах, ялти ватăсемшĕн.

Федоровсем вара кулленхи пурнăçа кăшт та пулин çăмăллатас, илем кÿрес теççĕ. Вĕсем тăрăшнипе кивĕ, ĕçлемен лавкка тăрринче Раççей ялавĕ вĕлкĕшет. "Эпир пурăнатпăр-ха, умри йывăрлăхсене парăнмастпăр" тенĕнех çак пулăм.

– Раççей ялавĕпе Чăваш Республикин хăмачне малтан сутăн илсе çакаттăмăр, халĕ – çĕлесе. Çĕнетсех тăратпăр, – тет кăмăллăн Валентина Михайловна.

Федоровсем ял çыннисене кашни уяв тĕлнех савăнăç парнелеме тăрăшаççĕ: е Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ. Килĕ умĕнче ÿссе ларнă Юр пикесем кашни иртсе каякана ачалăх тĕнчине илсе çитереççĕ, савăнăç парнелеççĕ. Сăрласа илемлетнĕскерсем, тĕрлĕ тĕслĕ çутă ытамĕнче асамлă вăйпа тулса куçа илĕртеççĕ. Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне, акă, Федоровсем тăрăшнипе юр кĕлеткесем "салтака çаврăнса ĕлкĕрнĕ". Тараватлăскерсем çăварни уявне те хапăл пулнă. Пăсланса тăракан чейпе, вĕри икерчĕпе кăмăл тулли хăналанă вĕсем ентешĕсене.

Валентина Михайловна – ал ĕç ăсти те. Нумаях пулмасть Янкăлч шкулĕн музейĕнче унăн пултарулăх куравне йĕркеленĕ. Ахах-мерченĕн ялкăшакан хушпу-тухья, тĕрленĕ чăваш тумĕсем, сюжетлă тĕрĕсем... Чăн-чăн асамлăх тĕнчи тейĕн. Çак тĕл пулу нумай çĕнни кÿнĕ ачасене. Валентина Михайловна вăтам классенче вĕренекенсем валли мастер-класс ирттерни те асрах.

Федоровсем пек пултаруллă çынсем çумрах пурри пурнăçа чăннипех илем кÿрет.

К.ИВАНОВА,

Янкăлч вăтам шкулĕн музей ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика