18 мая 2012 г.
"Канаш ен" хаçатăн майăн 5-мĕшĕнчи (51-52 "") кăларăмĕнче эпир икĕ кивĕ сăн ÿкерчĕк пичетленĕччĕ: пĕринче шинель тăхăннă виçĕ салтак, тепринче нумай ачаллă çамрăк çемье сăнланнăччĕ. Хаçат вулакансене эпир хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме те ыйтнăччĕ.
Хаçат кун курнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ пирĕн редакцие Канаш хулинче пурăнакан Иван Григорьев шалти ĕçсен ветеранĕ килчĕ. Аллинче "Канаш ен" хаçат. "Çак сăн ÿкерчĕксене ăçтан тупнă эсир; Вĕсене кам килсе панă; Ку – пирĕн çемье вĕт-ха. Ак кусем – аттепеле анне, ку эпĕ, ку аппа, пичче... Çак сăн ÿкерчĕке хăçан тата кам ÿкерттернине те паянхи пек астăватăп. Асхва ялне (вĕсене Асхвари Галина Сергеева килсе панă) мĕнле майпа лекнĕ-ха вăл; – тет савăнса та пăлханса Иван Григорьевич. – Миçемĕш кун ĕнтĕ тăвансем пирĕн çемьене хаçатра курни çинчен шăнкăравлаççĕ..."
Унтан Иван Григорьевич сăн ÿкерчĕкри çынсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ку вăл Хыçалкасри Петровсен нумай ачаллă çемйи пулни уçăмлăн палăрчĕ. Таисия Родионовна Родионовăпа Григорий Петрович Петров тăхăр ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Таисия Родионовна Родионова Анат Сурăм ялĕнче 1916 çулхи майăн 3-мĕшĕнче çуралнă. Вăл ура çинче çирĕп тăракан хресчен çемйинче пĕрремĕш ача пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне кил-тĕрĕшре пулăшнă, каярах колхоза кĕнĕ те унта хуçалăх ĕçĕсенче тăрмашнă. 1936 çулхи май уйăхĕнче Таиç кÿршĕ ялти Григорий Петрович Петровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, "Родина" колхозра ĕçлеме пуçланă.
1937 çулхи октябрьте çемьене "çĕнĕ кайăк" килнĕ. Ăна Николай ят хунă. 1939 çулхи кĕркунне Григорин çара кайма ят тухнă. Ăна çара ăсатни пилĕк уйăх иртсен 1940 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Галина çуралнă. Ачасен ашшĕ вăрçă чарăнсан 1945 çулта тин тăван киле çаврăнса çитнĕ. Вăрçă çулĕсенче Таисия Родионовна ачисем пĕчĕк пулнине пăхмасăр иртен пуçласа каçчен колхоз ĕçĕнче тар тăкнă. Эвакуаципе килнĕ пĕчĕк ачасемлĕ Аверинсен çемйине хăй патĕнче усранă. 1949 çулта ĕçчен хĕрарăма "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Колхоза Энтриялĕпе пĕрлештерсен "Герой" хуçалăхăн, Атнашпа тата Шăхасанпа пĕрлештерсен Киров ячĕллĕ хуçалăхра уй-хир, сад-пахча бригадисенче ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн Григорий Петровичпа Таисия Родионовна тата çичĕ ачана çутă кун пилленĕ.
Григорий Петрович 1916 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Хыçалкасри чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Энтриялĕнчи çичĕ класлă шкула, советпа парти шкулĕн ял хуçалăх ĕçченĕсене ертсе пыракансен курсне вĕренсе пĕтернĕ. "Родина" колхозра (Хыçалкас) бригадир пулнă. "Трактор" (каярахпа "Родина") колхозăн председателĕ Павел Евлампьевич Евлампьев вилнĕ хыççăн ăна хуçалăх ертÿçине лартнă. Каярахри вăхăтсенче колхоз председателĕн çумĕ, ферма заведующийĕ, колхозник, ревизи комиссийĕн членĕ пулнă. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн 1 степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Таисия Родионовнăпа Григорий Петрович иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем.
Халĕ вара вĕсен ачисемпе тĕплĕнрех паллашар-ха. Вăрçăччен çуралнисем Николайпа Галина пулнине каларăмăр-ха ĕнтĕ. Николай Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институне вĕренсе пĕтернĕ. Тăвай районĕнчи Тĕмер тата хамăр районти Энтрияль, Кăшнаруй шкулĕсен директорĕ, Шупашкарти 19-мĕш ГПТУ директорĕн çумĕ пулнă. Чăваш автотранспорт предприятийĕнче тата Шупашкарти нефть базинче инженер должноçĕсенче ĕçленĕ. "Ĕç ветеранĕ" ята, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.
Галина вăтам пĕлÿ илнĕ. Çамрăк чухне "Герой" тата Киров ячĕллĕ колхозсенче дояркăра вăй хунă. 1962 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Волгоград облаçĕнчи Ново-Николаевск районĕнчи "Серп и Молот" совхозра ĕне сăваканра ĕçленĕ.
Çемьери виççĕмĕш ача Иван 1946 çулхи июнь уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе специальноç илнĕ. Унтан пĕлĕвне РФ Шалти ĕçсен министерствин Орелти аслă шкулĕн офицерсене хатĕрлекен курсĕнче ÿстернĕ.
Тинĕс çар службинчен салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнсан Иван Григорьев ĕçлĕ кун-çула Киров ячĕллĕ хуçалăхра водительтен пуçланă. 1970-1974 çулсенче районти культура çурчĕн методисчĕ, 1974 çултан пуçласа 1997 çулччен вара Канаш хулинчи тата районĕнчи шалти ĕçсен пайĕсенче йĕркелĕх хуралĕнче службăра тăнă. Вĕсенчен 22 çулĕ ГАИ службипе тачă çыхăннă. Сержантран пуçласа милици майорне çитнĕ. Иван Григорьевичăн çар тумне "За безупречную службу в МВД" I, II, III степеньлĕ, ĕç ветеранĕн, РФ ШĔМĕ 200 çул, Чăваш милицийĕ 90 çул тултарнă ятпа панă медальсем, "Милици отличникĕ" паллă илем кÿреççĕ.
Иван хыççăнхи Мария 1948 çулта çуралнă. Çĕрпÿри професси училищинче çĕвĕç профессине илнĕ. Шăхасанти çĕвĕ цехĕнче çĕвĕçре, 1970 çултан пуçласа Катекри çĕвĕ цехĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Районти кино сечĕсен киномеханикĕ пулнă. Ĕç ветеранĕ. Шел пулин те, Мария Григорьевнăн кун-çулĕ кĕске пулнă, вăл 2006 çулта куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.
Çемьери тепĕр хĕр – Ольга. Вăл 1949 çулта çуралнă. Шкул хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă, ун хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Ольга Григорьевна пурнăçне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Юмансарти пуçламăш шкулта, Карăклă вăтам шкулĕнче вĕрентнĕ. Вулакансем хăйсен юратнă учительне палласа илеççех пуль.
1952 çулта çуралнă Владимир медицинăна кăмăлланă. Шкул хыççăн Канашри медицина училищинче вĕреннĕ, ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне, Ленинградри клиника ординатурине пĕтернĕ. Шупашкарта участокри педиатр врачра, Республикăри ача-пăча больницин консультант врачĕнче вăй хунă, хамăр университетăн педиатри кафедрин ассистенчĕ, эндокринологи курсĕсен заведующийĕ пулнă.
Владимир Григорьевич 1992 çулта "Клинико-эпидемиологические особенности аллергических (атопических) болезней у детей Чувашского региона" темăпа кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. 25 наука ĕçĕ пичетленĕ. Шел те, 1994 çулта 42-ри вăй питти арçыннăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ку таранччен республикăри медицина аталанăвĕшĕн тата мĕн чухлĕ ырă тунă пулĕччĕ вăл.
Владимир хыççăн тепĕр икĕ çултан Виталий çуралнă. Чăваш патшалăх университетне, Чулхулари парти шкулне пĕтернĕ. Канашри "Сельхозэнерго" организацире электрик инженер, Канаш ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш секретарĕ, КПСС райкомĕн тата обкомĕн инструкторĕ тата яваплă организаторĕ пулнă. 1990 çултанпа Канаш хулинче электроэнергетика системинче ĕçлесе пурăнать. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Владимир Григорьевича тĕрлĕ наградăпа чысланă, хисеп хучĕсен шучĕ те çук-тăр.
Нина Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнăранпах Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри участок больницинче чирлисене сиплет. Стоматологи кабинечĕн аслă категориллĕ медсестри вăл. Ĕçтешĕсем те, больницăна сывалма пыракансем те хисеплеççĕ Нина Григорьевнăна.
Александр хăйне килĕшнĕ профессие Канашри 2-мĕш професси училищинче илнĕ. Вăл газоэлектросварщик. Чылай вăхăт "Чувашсельхозмонтаж" трестăн Шăхасанти участокĕнче вăй хунă. 1989 çултанпа – Канашри автотранспорт предприятийĕнче. Александр Григорьевичăн йывăр та пархатарлă ĕçне республикăн, Раççей правительствисен сумлă наградисемпе палăртнă. Вăл – Раççей автотранспорт союзĕн Хисеплĕ ĕçченĕ.
Тăхăр ача çуратса ÿстерсе пурне те тĕрĕс воспитани панă. Григорий Петровичпа Таисия Родионовна пурнăç йывăрлăхне пăхмасăр ачисене вĕрентме тăрăшнă. Вĕсене чăн-чăн çын тунă. Аслисем хывнă пархатарлă кун-çула халĕ 17 мăнукпа 21 кĕçĕн мăнук чыслăн малалла тăсаççĕ. Шел, йăх-несĕле пуçарса яракансем вĕсем кÿрекен телей савăнăçа кураймаççĕ. Мĕн тăвăн, пурнăçăн саккунĕ çапла: ват йывăç хăрать, ÿксе çĕрет, ун вырăнне çĕнĕ хунав тухса паркаланать, çирĕпленет, таврана илем кÿрет. Этемĕн кун-çулĕ те çавнашкалах мар-и; Петровсен-Григорьевсен йăхĕ малашне те паркаланса, вăйланса пытăр. Урăх мĕнех калам. Юлашкинчен Асхва ялĕнчи Галина Сергеевăна та тав тăвам. Вăл пулăшнипе çак çемьепе ыттисене те паллаштарма пултартăмăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.