18 мая 2012 г.
Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле тенĕ ватă çынсем. Алăри пÿрнесем те пĕр мар тени те тĕл пулать. Ку – ытарлă пĕлтерĕш.
Çак каларăшсене çынпа тата унăн пурнăçĕпе çыхăнтарма пулать. Кашни çыннăн хăйне евĕр уйрăмлăх. Кашнин кăмăлĕ расна.
Тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тивет пурнăçра. Пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпех хăйсемшĕн çеç тăрăшаççĕ. Ыттисем çинчен шутламаççĕ те. Теприсем вара пачах урăхла: вĕсемшĕн чи малтан çынна ырă туса пултăр, çыншăн тăрăшма пур чухне те хатĕр вĕсем. Манăн хаçат вулакансене çавăн пек çынсенчен пĕринпе – Янкăлч ялĕнче пурăнакан Вячеслав Васильевич Петровпа паллаштарас килет. Паллаштарас тени тĕрĕсех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен ятсăр-сумсăр çын мар вăл. Совет саманинче чылай çул "Восток" колхоза ертсе пычĕ, хальхи вăхăтра "Восход" пĕрлĕх ертÿçинче тимлет. Сăмахăм вăл çынсене, ачасене, шкула пулăшма тăрăшни çинчен пулĕ. В.Петров тăрăшнипех пĕчĕк ялсем – Сивçырмапа Çĕнĕ Юнтапа асфальт çулпа çыхăнчĕç. Халĕ асăннă ялсенче пурăнакансем тĕп çул çине пĕр чăрмавсăрах тухса çÿреме пултараççĕ.
Хальхи çăмăл мар пурнăçра та Вячеслав Васильевич яла, ватă çынсене, шкула нумай пулăшу кÿрет. Акă иртнĕ çул вырма вăхăчĕ иртсен шкулта ĕçлекенсене кашнинех пĕрер центнер тулă тÿлевсĕр пачĕ.
В.Петров шкул музейне пулăшу кÿнине шутласа кăлараяс та çук: е хаклă картина парнелет, е укçан пулăшать. Нумаях пулмасть вăл шкул музейне 12 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан столовăя савăт-сапа илсе пачĕ. Кадет класĕ валли форма илме 9 пин тенкĕ укçа пачĕ. Вячеслав Васильевича Янкăлч шкул коллективĕ пĕтĕм кăмăлтан тав тăвать, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунать.
Янкăлч тăрăхĕнче уйрăм хуçалăх тытакансем, фермерсем татах та пур. Ура çинче çирĕп тăраççĕ вĕсем. Шкула май çитнĕ таран вĕсем те пулăшу кÿрсен аван пулмалла.
К.ИВАНОВА.