18 мая 2012 г.
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ текен ваттисен сăмахĕ ĕмĕрсем иртсе пынăçемĕн хăйĕн пĕлтерĕшне тата та вăйлăрах çирĕплетет. Çакна ĕнентерекен йĕркесемлĕ çырусем пирĕн редакцие кашни çулах килеççĕ. Иртнĕ эрнере кăна-ха Брянск облаçĕнчи "Вахта Памяти" шырав ушкăнĕнчен хыпар илтĕмĕр. Пирĕн йăх-несĕлĕмĕрсем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 67 çул çитрĕ. Çакăн чухлĕ çултан та этемлĕхĕн телейлĕ пуласлăхĕшĕн, лăпкă пурнăçшăн тăшмана хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă ентешсен чунĕсем хăйсем çинчен асаилтереççĕ.
"Вахта Памяти" ушкăн пирĕн районти Тури Юнтапара çуралса ÿснĕ, çак ялтанах фронта кайнă Константин Сергеевич Сергеев салтакăн виллине шыраса тупнă. Константин Сергеев хĕрлĕ армеец 60-мĕш стрелковăй дивизин вĕренÿ батальонĕн курсанчĕ пулнă. Вăл Тури Юнтапа ялĕнче 1923 çулта çуралнă. Чăваш АССРĕн Канашри çар комиссариатĕнчен фронта кайнă. 1943 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Орел (Брянск) облаçĕнчи Комаричски районĕнчи Белый Колодезь ялĕнче паттăррăн пуçне хунă, ăна çак районти Евдокимовка салинче пытарнă. Унăн арăмĕ Григорьева Мария Сергеевна пулни паллă.
Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекинче К.Сергеев çинчен калакан сыпăкра (4-мĕш том, 398-мĕш страница) çакăн пек çырнă: "Сергеев Константин Сергеевич. Родился в 1923 г. Чуваш. Призван Канашским РВК. Курсант. Погиб в бою. 4.3.1943 г. Захоронен: д. Большая Колодезь Калужской области".
Тыткăна лекнисен Вязьмăри лагерĕнче питĕ нумай совет салтакĕ вилнĕ. Вĕсенчен 5426-шĕн ячĕ паллă. Вилнĕ салтаксен тăванĕсем патне вăрçă вăхăтĕнче "Умер от ран в лазарете... Место захоронения неизвестно" текен çырусем янă. Шыравçăсем çав çынсене паян тупаççĕ, вĕсем вилнĕ вырăна туллин палăртма пултараççĕ.
Çÿлерех асăннă лагерьте вилнĕ салтаксен йышĕнче тепĕр икĕ ентеше те асăннă: Александров Ал. Александрович, 1909 çулта çуралнă, мордвин, Чăваш Республикин Канаш хули, 1942 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ; Григорьев Иван Григорьевич, 1900 çулта çуралнă, чăваш, Чăваш АССРĕн Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕ, 1942 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче вилнĕ.
Редакцие килнĕ çырăвăн авторĕсем çакăнта çырса кăтартнă паттăр ентешсен тăванĕсем хăйсен çывăх çыннисене палласа илсен хыпар яма ыйтаççĕ. Интернетри адрес çакнашкал: http,ŸŸbryanskfrontĕmybbĕru. Тен, çак списокрах хыпарсăр çухалнă пирĕн ентешсем татах та пулĕç.
И.ВЛАДИМИРОВА.