АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алендеевсен çемйи чи лайăххи

18 мая 2012 г.

Чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕ, çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çакăн пек пил парса хăварнă: "Çемйĕре лайăх пăхса усрăр, çемье – вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ". Чăнах та ĕнтĕ çемье, атте-анне килĕ – кашнин кун-çулĕн никĕсĕ. Питех те тĕрĕс, вырăнлă сăмахсем: шăпах юратнă кил-йыш этеме кăмăл-сипетĕн ырă витĕмне ăша хывма, çынна хисеплеме ăс парса ÿстерет, тăван халăх культурипе чи малтан паллаштарать. Çемьере çеç çын чăн-чăн юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплени тата ялан пулăшса пыни пурнан пурнăçра мĕн тери пĕлтерĕшлине чĕрипе туйса илет.

Ытлари кун Вырăскас Пикшихри культура çуртĕнче Пĕтем тĕнчери çемье кунне халалласа "Районти чи лайăх çемье" конкурс ирттерчĕç. Ăна йĕркелекенсем – районти социаллă хÿтлĕх пайĕ, район администрацийĕн социаллă аталану тата гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕсем. Унта виçĕ çемье хутшăнчĕ. Алендеевсем Мăкăр ялĕнче пурăнаççĕ: çемье пуçĕ Александр Николаевич – Кăнтăр электросечĕсен электрикĕ, мăшăрĕ Людмила Юрьевна – пуçламăш классене вĕрентекен, вĕсен хĕрĕсем Настьăпа Ксюша тата ывăлĕ Степа. Петровсем Çĕнĕ Пинертен: Николай Николаевич – строитель, Наталия Александровна – ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ, вĕсен тĕпренчĕкĕсем Марина, Дима тата Даша. Малинсем – Уçырма çыннисем: Эдуард Викторович газослесарь, Роза Алексеевна – "Хĕвел" ача сачĕн заведующийĕ, вĕсене чунтан юратакан ачисем Валя, Катя тата Миша.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕн тĕп специалисчĕ И.Морозова, социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова саламларĕç. Халăхра çакăн пек сăмах çаврăнăшĕ çÿрет: "Телей вăл – ирхине ĕçе, каçхине вара – киле, çемье патне чун туртни". Çакăн пек ансат туйăнакан сăмахсенче тарăн, ăслă шухăш пытанса тăрать. Шăпах çакнашкал телей сунчĕç тухса калаçакансем.

– Сирĕн тата сирĕн çывăх çыннăрсен сывлăхĕ çирĕп пултăр, кашни çемьерех тăнăçлăхпа çураçу тата ытлăх-çитлĕх хуçа пулса тăччăр, – терĕ Анатолий Николаевич.

Пĕрремĕш заданин теми "Манăн çемье – манăн пуянлăх". Командăсем хăйсен çемйи, пурнăç йывăççи, çемьен ырă йăлисем çинчен каласа пачĕç. Малалла ашшĕ е амăшĕ хăйĕн пепкине сăпка юрри юрласа çывăрттарчĕ. Уйрăмах А.Алендеев пĕчĕк Çтаппана сăпка юрри ĕнĕрлесе лăплантарни пурин кăмăлне те кайрĕ. Арçын хăйĕн тĕпренчĕкне епле тыткалани кирек камшăн та интереслĕ-çке-ха.

Халăх ăсĕ. Кĕске пуплевре пурнăçри опыт, аваллăхран пыракан ăс, вичкĕн сăнав, кăмăл-сипет палăрать. Конкурсантсене конвертсем валеçсе пачĕç. Ун ăшĕнчи хут татăкĕсем çине сăмахсем çырнă. Çав сăмахсенчен ваттисен каларăшне тумалла. Те сăмахĕсем вырăсла пулнăран, те каларăшне халĕччен илтменрен ялан тенĕ пек тăван чĕлхепе калаçакана тупсăмĕсене тавçăрса илме хĕнтерех пулчĕ. "Чăвашла кирлĕччĕ те ĕнтĕ", – ÿпкелешрĕ конкурсантсенчен пĕри.

Юрă чуна уçать. Унсăр пĕр уяв та иртмест. Сăмах майлашăвĕсемпе вăлтса каланине ăнкарса илсе юрă ятне каламалла. Пĕтĕмпе сакăр юрă тупма тиврĕ. Малтанхи куплетне шăрантаракансем те пулчĕç. Çавăн пекех çемьесем юрлас-ташлас , кулинари ăсталăхне кăтартрĕç. Конкурса хутшăнакансене хавхалантарса тăма ентешĕсем те килнĕ. Ку енĕпе хастарлăхĕпе уйрăмах мăкăрсем палăрчĕç, хăйсене чăн-чăн артистла тытрĕç. Вĕсен хушшинче Верка Сердючка та, чикан баронĕпе майри те, баян калама ăста украин пикисем те, вĕçкĕнчĕк те пур, вĕсем хăйсен тыткаларăшĕпе кăмăлсене çĕклерĕç.

Конкурссем хушшинчи тăхтава районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрăпа тултарчĕ.

Район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕ виçĕ çемьене те номинацисем тăрăх хавхалантарчĕ: "Чи лирикăллă çемье" – Малинсем, "Чи интеллектлă çемье" – Петровсем, "Пĕрле чи нумай пурăнакан çемье" – Алендеевсем. Социаллă хÿтлĕх пайĕ Малинсене чи пултаруллисем, Петровсене чи туслисем тесе йышăнчĕ. Алендеевсем "Районти чи лайăх çемье – 2012" конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Уяв туса панă çемьесем ялĕсене Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе, хаваслă кăмăл-туйăмпа тухса кайрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика