АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

18 мая 2012 г.

Калаçу çемье çинчен пычĕ

Район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕнче "Çемье воспитанийĕн пуçламăшĕ" проект ĕçе пуçăнчĕ. Унăн тĕллевĕ – çамрăксене çемьеллĕ пурнăçа хатĕрлес, патшалăхăн демографи политикине тÿпе хывассине вăйлатасси.

Юн кун граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн тĕп специалисчĕ И.Морозова Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕнче 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе "Çемьеллĕ пурнăçа хатĕрленесси" темăпа класс сехечĕ ирттерчĕ. Ирина Петровна пайăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ çулта миçе çемье хушăнни, мĕн чухлĕ çурални тата пурнăçран уйрăлса кайни çинчен каласа пачĕ. Аудитори районти демографиллĕ лару-тăрăва, çемьере ача мĕнле вырăн йышăнни, вăл мĕнле савăнăç кÿни, атте-анне пулма йывăр пулни, чухăн тата нумай ачаллă çемьесем çинчен хĕрсех калаçрĕç, тавлашусем те сиксе тухрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем çемье вĕсен шучĕпе мĕнле пулмалли çинчен хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.

Ачасем интереслĕ калаçушăн тав турĕç, çывăх кунсенчех райадминистрацин граждан акчĕсене çыракан пайне пырса курас кăмăллă пулни çинчен систерчĕç.

Ырă тăвакана Турă манмасть

Вăтапуç ялĕнчи Çвяттуй Пророк тата Иоанн Креститель чиркĕвĕн тăрринче чан çакмалли вырăн тăвасси малалла пырать. Кунта çу уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа С.Тимофеев, А.Козлов, С.Тимофеев, С.Манишев строительсем ĕçлеççĕ.

Май пур таран ял çыннисем те пулăшаççĕ: вĕсен хушшинче – ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов, Канашри почтамт пуçлăхĕ В.Андриянов, вырăнти "Колокольчик" ача садĕнче ĕçлекенсем, ял тăрăхĕн депутачĕ А.Павлов, арăмĕпе упăшки Геннадипе Надежда Седаевсем. "Мост" тата "Корвет-1" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем (ертÿçисем С.Рахчеевпа Л.Седаев) укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Уроксем хыççăн кунта ĕçлеме Иванпа Илья Беловсем, Иван Лукин тата ыттисем килеççĕ.

Çĕнтерÿçĕсем –

Шелттем ачисем

Уçырма ял тăрăхĕн стадионĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи çамрăк футболистсен "Сăран мечĕк" турнирне ирттерчĕç. Турнира сăмах каласа район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн секторĕн заведующийĕ В.Ильин тата вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалист эксперчĕ А.Павлова уçрĕç. Ăмăртăва футбол вăййине малалла аталантарас, сывă пурнăç йăли-йĕркине пропагандăлас, ачасемпе çул çитмен çамрăксене спортпа туслаштарас, районти футболла лайăх вылякансене тата кăмандăсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Турнира хутшăннă командăсем пиллĕкĕн: Шелттем, Вăрăмпуç, Атнаш, Ăвăспÿрт Кипеч тата Шаккăл шкулĕсен. Вăйă икĕ таймпа 15-шер минут иртрĕ. Футбол тытăçĕвĕсем Е.Анисимов ячĕллĕ Шелттем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕ çĕнтернипе вĕçленчĕ. Иккĕмĕш вырăна Ăвăспÿрт Кипеч команди йышăнчĕ, виççĕмĕшне – вăрăмпуçсен. Çĕнтерÿçĕпе призерсене дипломсемпе наградăларĕç.

Алла-аллăн тытăнса –

çур ĕмĕр

Уçырма хĕрĕ Дина Канаш каччине Владимира качча тухса Григорьева пулса тăнăранпа аллă çул çитрĕ. Владимир Яковлевичпа Дина Федоровна ылтăн туя Канашри мăшăрлану керменĕнче паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, хула депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Г.Мифтахутдинов, Шалти ĕçсен министерствин Канаш хулипе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Тазюков, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, тус-юлташĕсем саламларĕç, чечек çыххисем, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Григорьевсем – Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕсем, вĕсене хулан Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Иккĕшĕ те Канашра йĕлтĕр спортне аталантарас енĕпе нумай вăй хунă. Вĕсен воспитанникĕсем хушшинче паллă спртсменсем нумай, ячĕсене республика, çĕршыв шайĕнче çĕкленисем те сахал мар. Дина Федоровна – тĕнче класлă спорт мастерĕ, спорт ветеранĕсем хушшинче йĕлтĕрпе чупса 11 хутчен тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.

Владимир Яковлевичпа Дина Федоровна пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Татьяна, Надежда, Евгений ашшĕпе амăшĕ пекех спортпа туслă. Юбилярсен 6 мăнук, вĕсемшĕн те спорт ют мар.

Григорьевсем халĕ те спорт шкулĕнче çамрăк йĕлтĕрçĕсене чупас ăсталăха туптама пулăшаççĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика