АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ хĕр

18 мая 2012 г.

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Вăл пуш тата ака уйăхĕсенче 21 вĕрентÿ предмечĕпе çĕршывăн 14 хулинче иртрĕ. Олимпиада марафонĕ литературăпа пуçланса правопа вĕçленчĕ. Унта Чăваш Енĕн 103 шкул ачи хутшăнчĕ. Вĕсем предметсен 20 олимпиадине (нимĕç чĕлхисĕр пуçне) хутшăнчĕç. 13-шĕ – çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче. Вĕсен хушшинче – Канаш çĕрĕнчен икĕ призер. Пĕри хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Катя Сударушкина (ОБЖпа), тепри – Настя Евгеньева, вăл Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра пĕлÿ пухать. Вырăс литературине юратни ăна çакăн пек çитĕнÿ тума пулăшнă.

Çак кунсенче Настя Евгеньевăпа тĕл пулма май килчĕ. Кунта, паллах, унăн класс ертÿçин Г.С.Ефимован тÿпи те пур, воспитанникĕн çитĕнĕвĕ çинчен Галина Семеновна мана ака уйăхĕн вĕçĕнчех евитленĕччĕ. Кашни сăмахшăн кĕсьене кĕме хапăлласах кайман Настьăпа пĕр чĕлхе тупма йывăрах пулмарĕ. Вăл пуçламăш класранпа вĕренÿре "5" тата "4" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Литература предметне 7-мĕш класранпа килĕштерет. Олимпиадăна аслă категориллĕ вĕрентекен В.Д.Спиридонова хатĕрленипе кăçалхипе виççĕмĕш хут хутшăнчĕ. Пĕлтĕр те Настя Орел хулинче иртнĕ юлашки тапхăрта пĕлĕвне тĕрĕсленĕччĕ. Ун чухне çитĕнÿ ун тĕлĕнчен пăрăнса иртнĕччĕ. Кăçал вара ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ, тĕрĕсрех каласан нумай вулани, Валентина Демьяновнăпа уроксем хыççăн час-часах тавралăха каç сĕмĕ çапичченех ларни пустуй пулмарĕ. Халăхра калашле, пилĕк авмасăр çимĕçне çиеймĕн. Ху лартса, пăхса ÿстернĕ çимĕç вара темрен те паха, унран тутли урăх ним те çук тейĕн.

Настя гуманитарлă аслă пĕлÿ илес ĕмĕтлĕ. Ăçта вĕренме каяссине калас темерĕ. Çакăн çинчен хальлĕхе ашшĕпе амăшĕ тата Валентина Демьяновна кăна пĕлеççĕ-ха.

Пушă вăхăтра Настя йĕппе çип тытать. Тĕрлеме юратать вăл. Çак ал ĕçне ăна пуçламăш классенче ăс пухнă чухне Л.М.Григорьева вĕрентнĕ. Паянхи кунчченех тав тăвать вăл Любовь Макаровнăна чун йăпатмăшĕ тупса панăшăн. Кунсăр пуçне ушкăнпа вылямалли спорт вăййисене пăхма ухута. Биатлон, футбол, хоккей килĕшет ăна. Юратнă футбол команди те пур унăн, вăл – ЦСКА.

Н.Евгеньеван амăшĕ, Лариса Ивановна, районти ял тăрăхĕсен тĕп библиотекинче библиографра ĕçлет, ашшĕ Федор Васильевич – йĕркелĕхе сыхлакан органсен ветеранĕ. Настя вĕсене хăйне тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн, Е.Д.Спиридоновăна литературăпа тарăн пĕлÿ панăшăн чун-чĕререн тав тăвать, вĕсемпе мăнаçланать. Çав хушăрах пиччĕшне, Сергее, чи çывăх юлташне, Канашри педколледжра вĕренекен Лена Кирилловăна, çав тери юратнине такама та пĕлтерме хатĕр.

Шанас килет, Настя мĕн шутланине пурнăçа кĕртетех, хăй вара çапла пултăр тесе питĕ тăрăшать, апла пулсан ăнăçăвĕ пулатех.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика