АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕмпĕртен те турттараççĕ

18 мая 2012 г.

Çăмăллăхлă йĕркепе Чăваш Ене 2 пин тонна топливо хушса парĕç. РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник çакна çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчи канашлура пĕлтернĕ. Ыйтăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче РФ энергетика министрĕпе Сергей Шматкопа тĕл пулнă хыççăн татса панă.

Хушма топливăна хресченсем "Ульяновскнефтепродукт" обществăран турттарĕç: çак уйăхра – 500, çĕртмере – 1500 тонна. Ăна районсен хушшинче ЧР Ял хуçалăх министерстви нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе пайлĕç.

Çăмăллăхлă йĕркепе Чăваш Ене дизтопливăпа тивĕçтерекенсем – "Лукойл" тата "Сургутнефтегаз" обществăсем. Пуш-çĕртме уйăхĕсенче республикăна 6660 тонна уйăрмалла. Виçĕ уйăхра 2241,3 тонна (34 процент) турттарнă. Ку уйăхра 2430 тонна – иртнĕ уйăхринчен 890 тонна нумайрах – кÿрсе килмелле. Хушнипе пĕрле 3 пин тонна майлă пулмалла.

Аграрине çур аки ирттерме 8,2 пин тонна дизтопливо кирлĕ. Татах уйăрнипе пĕрле çур аки валли çитмелле – çапла шухăшлаççĕ ЧР Ял хуçалăх министерствинче.

С.СЕРЕГИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика