18 мая 2012 г.
Черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ял çыннисемпе ачасемпе çамрăксен канăвне çуллахи каникул кунĕсенче йĕркелесси, сывлăхĕсене çирĕплетме пулăшасси, вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси, çул çитмен çамрăксен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлесси, çемьесемпе ачасене пусахлассинчен сыхласси çинчен, Чăваш Республикин политика тытăмĕн реформи тата саккунсем кăларассине федераци саккунĕсем кăларассипе килĕшÿллĕн тăвасси пирки калаçрĕç. Шупашкартан килнĕ ушкăнра – Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, культура национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Федерацин потребительсен тата этемĕн тивлет прависене хÿтĕлес сферăра сăнаса тăракан службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Шалти ĕçсен министерствин çул çинчи патшалăх хăрушсăрлăх инспекцийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Владимир Романов.
Яланхи пекех ял тăрăхĕсене тухса каяс умĕн инструктаж канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, республика информушкăнĕн членĕсем, хулапа районăн çыннисене ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ Борис Семенов калаçрĕç, ытларах мĕнле ыйтусем çине тайăнмаллине ăнлантарса пачĕç.
Пĕрремĕш ушкăн, унта Станислав Антоновпа Владислав Софронов, Карăклă ял тăрăхĕнче пулчĕç. Библиотекăн вулав залне пухăннисене информкун темисене çутатса пачĕç. Владислав Васильевич районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе те паллаштарчĕ.
А.ТЯМИНА.