16 мая 2012 г.
Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче республикăн "Чăваш пики – 2012" конкурсĕ иртнĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕ, республикăри çамрăксен "Хастар" обществăлла организацийĕ, Чăваш Республикин Культура министерстви тата Халăх пултарулăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ.
Конкурса 13 районтан хутшăннă. Хĕрсем хăйсемпе паллаштарнă, чăваш халăхĕн кун-çулĕпе, культурипе, йăли-йĕркисемпе çыхăннă ыйтусене хуравланă, юрлас-ташлас пултарулăхне кăтартнă.
Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне çаксене те шута илнĕ – сцена çине мĕнле костюмпа тухни, хăйне мĕнле тыткалани, кĕлетки, сăн-сăпачĕ, тавра курăмĕ, калаçăвĕ. Пирĕн район чысне Çĕнĕ Чалкасси хĕрĕ Л.Яковлева хÿтĕленĕ. Лариса "Вице-Чăваш пики – 2012" ята тивĕçнĕ.
В.АЧЧА.