АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл Путинпа пĕр командăра вылянă

16 мая 2012 г.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен Мускавра хоккейла выляма юратакансен командисен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртнĕ. Пĕтĕмпе 80 команда. Шупашкарти "Вест Лайнер" командăра пирĕн ентеш, ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь директорĕ В.Никитин та пулнă.

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче "Российская любительская хоккейная лига" (РЛХЛ) тата "Легенды спорта России" (унăн составĕнче Олимп вăййисен чемпионĕсем Вячеслав Фетисов, Александр Якушев, Виктор Шалимов, Алексей Касатонов, Александр Голиков тата Раççей хоккейĕн ытти "çăлтăрĕсем") командăсем тĕл пулнă. РЛХЛ капитанĕ – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин. Унта вăл Президент должноçне лартнă ятпа ирттернĕ инаугураци хыççăн пынă. Тăватă тапхăр çĕнтерÿçе палăртман. Буллитпа РЛХЛ команди мала тухнă. Унăн составне çĕршывăн кашни регионĕнчен пĕрер хоккеист илнĕ. Чăваш Республикинчен В.Никитин пулнă. Вячеслав Геннадьевича асăнмалăх "Командăн чи лайăх вăйăçи" парне панă.

В.Никитин Мускавран хоккеистсен формине илсе килнĕ. Ун çине Раççей Президенчĕ В.Путин тата паллă хоккеистсем алă пуснă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика