АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче турнирĕнче – виççĕмĕш

16 мая 2012 г.

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Лондонра Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк илессишĕн спорт кĕрешĕвĕ енĕпе Болгарире лицензи турнирĕ иртнĕ. Унта Канаш районĕн хĕрĕ, республикăри олимп резервĕсен 5-мĕш шкулĕнче Светлана Константинова тренер пулăшнипе ăсталăх пухакан Надежда Федорова тупăшнă.

Ентешĕмĕр пĕлтĕр юниоркăсен ушкăнĕнче тĕнче чемпионкин ятне тивĕçнĕччĕ. Ун чухне вăл 19-та пулнă. Надежда аслă спортсменкăсен ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçлани темиçе уйăх çеç. Кăçал Раççей чемпионатĕнче 48 килограмчченхи виçере мала тухнă май вăл Болгарири ăмăртура Олимпиада лицензийĕшĕн кĕрешме тивĕçнĕ. Хальхинче те пĕрремĕш вырăн йышăннă пулсан вăл Лондонра вăй виçме ирĕк илетчĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш çаврăмĕнче Надежда 2010 çулта тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ Александра Когута (Украина) парăнтарнă. Анчах финала тухассишĕн пынă кĕрешÿре Ивонна Матковскаяна (Польша) выляса янă. Ентешĕн "бронзăпа" çырлахма тивнĕ.

Т.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика