16 мая 2012 г.
Кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ кунне чăтăмсăр кĕтетпĕр. Çу уйăхĕнче çут çанталăк чĕрĕлет, шăпчăксем юрлама пуçлаççĕ. Вăрçă чарăннă куна питĕ лайăх астăватăп. Ял совет çуртĕнче телефон умĕнче дежурнăй пулнă эпĕ ун чухне. Трубкăна тытрăм та радиопа калакан диктор мĕн пĕлтерĕ-ши тесе итлетĕп. Ак тамаша! Юрий Левитан диктор сасси: "Передаем сообщение Совинформбюро, война закончилась, враг сражен наповал, мы победили, над Берлином наш флаг. Ур-ра, товарищи!"
Çак вăйлă, асамлă, танлăн тухакан диктор сассине пур совет çынни те хумханса, савăнса итлерĕ ĕнтĕ. Вăл сасă халĕ те хăлхарах. Савăнăçлă хыпара итлесе пĕтерсессĕнех питĕ хумханнипе урама чупса тухрăм. Такăна-такăна чупса: "Çĕнтерÿ, вăрçă пĕтнĕ", – тесе малалла ыткăнтăм.
Вăрçăра манăн аттепе йăмăк та пулнă, телее, вĕсем киле таврăннă. Йăмăк фронтри медицина сестри пулнă. Хаяр вăрçă кĕрлевĕ чарăннăранпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те çав тискер самантсене ниепле те манаймăн.
Аслă Çĕнтерÿ кунне ялта еплерех уявланине те астăватăп. Çынсем савăнăçлă, культура çурчĕ умĕнче хĕвĕшеççĕ, музыка янăрать. Вăрçăпа çуралнисем паллах: "Соловьи, соловьи, не тревожьте солдат, пусть солдаты немного поспят". Çук ĕнтĕ, текех вăратаймĕç вĕсем салтаксене "ыйхăран".
Тавах сире, вăрçă ветеранĕсем! Шăпчăксем пур юррине те юрласа пĕтермен-ха сирĕншĕн, çут çăлтăрсем те çунса пĕтмен. Чунăрпа яланах çамрăк пулăр.
П.АБРАМОВА,
ĕçпе вăрçă ветеранĕ,
Вăрăмпуç ялĕ.