АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет вырăнĕсем мĕн чухлĕ пулĕç?

16 мая 2012 г.

РФ Вĕренÿпе наука министерствин професси вĕрентĕвне аталантарас енĕпе ĕçлекен департаменчĕ палăртнă тăрăх, кăçал абитуриентсем валли 490775 бюджет вырăнĕ пулĕ. Ку шутран 360473 вырăн – бакалаврсем, 62053 – магистрсем тата 68249 специалистсем валли. 2012 çулта бюджет вырăнĕсен йышĕ улшăнман. Анчах та техника тата инженери специальноçĕсем кирлине кура вĕсене ытларах уйăрĕç. Тÿлевсĕр вырăнсене патшалăх аккредитацине илнĕ професси паракан аслă шкулсен уçă конкурсĕнче палăртаççĕ. Коммерци вузĕсенчен – 200 тата патшалăхăннисенчен 515-е яхăн заявка пуласса шанать министерство. Конкурса професси пĕлĕвĕ паракан 200 – патшалăх, 70 коммерциллĕ вăтам вĕрентÿ учрежденийĕ хутшăнасса палăртаççĕ. Кун пирки кăçалхи май уйăхĕнче уçăмлăрах пĕлтерĕç.

Аслă шкулсенче бюджет вырăнĕсене уйăрнă чухне вăл е ку специалист мĕн чухлĕ кирлине шута илĕç. Унччен тÿлевсĕр вырăнсене курттăммăн пайланă пулсан халĕ – урăхла: кунта наука ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем, пурлăхпа техника никĕсĕпе тата общежитисемпе тивĕçтерни, аслă шкулти вăтам балл, экзаменсăрах кĕнĕ абитуриентсен йышĕ, çавăн пекех отрасльте тата регионта кадрсем çитменни кĕреççĕ.

Коммерциллĕ аслă шкулти вĕрентĕве илес пулсан тÿлевлĕ вырăн хакĕ федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăракан вырăн хакĕ чухлех пулмалла. Пĕтĕмпе аслă шкулсенчи бюджет вырăнĕсен хакĕ çулталăкне 60 пинрен пуçласа 112 пин тенкĕ таран. Çав хушăрах коммерциллĕ майпа вĕренекенсем чылай чухне сахалрах тÿлеççĕ. Вĕ-реннĕшĕн тÿлемелли виçе тĕп аслă шкулта кăна мар, унăн филиалĕсенче те пĕр пек пулмалла.

Кунта вĕрентĕвĕн пахалăхĕ тата тÿлев хакĕ пысăках мар пулнă аслă шкулсемпе вĕсен филиалĕсем çухату тÿсме пултараççĕ. Çĕнĕрен палăртнă çул-йĕр вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме тивĕç. Тĕрĕссипе, ку çулталăклăх тăсăлакан эксперимент кăна. Конкурспа вĕренме кĕнин кăтартăвĕсене министерство сăнасах тăрĕ. Тепĕр çул, кăçалхи опыта шута илсе, малалла ĕçлĕç.

В.МАКСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика