16 мая 2012 г.
Май уявĕсем умĕн район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Ямаш ялĕнче пурăнакан Стекловсене – Иван Александровичпа Клавдия Алексеевнăна чысларĕç. Çак телейлĕ мăшăр 57 çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнать. Вĕсем 1955 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пĕр хушаматлă пулса тăнă.
Иван Александрович Ямаш ялĕнче 1930 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 11 çулта пулнă арçын ачан пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Вăй питти арçынсемсĕр тăрса юлнă ялта çитĕннĕ çынпа тан вăй хума тивнĕ. Пĕр килограмм çăкăр ĕçлесе илес тесен талăкра 1 гектар çĕр сухаламалла пулнă. Ача йывăрлăха пăхмасăр нормăна ирттерсе пурнăçланă, çавăнпах ĕнтĕ ăна 17 çултах "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Çар службинчен таврăнсан Иван Александрович ĕмĕр тăршшĕпех Канашри ДРСУра ĕçленĕ.
Клавдия Алексеевна та хăйпе тантăш арçын ачасемпе хĕрачасем пекех пĕчĕклех ĕçре пиçĕхнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех "Знамя" колхозра тăрăшнă.
Иванпа Клавди пĕр ялта, пĕр урамра çуралса, выляса ÿснĕ, туслă пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн туслăх юратăва куçнă. Иванăн ашшĕ-амăшĕ ĕçчен те хитре хĕре хăйсен кинĕ тума пăхса хунă. Клавди Ивана çара ăсатса янă, каччă салтакран таврăнсан пĕр çемье чăмăртама сăмах татнă.
Стекловсем ултă ачана пурнăç пилленĕ, вĕсен халĕ 13 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук. Аслă хĕрĕ Лариса Ивановна – математика учителĕ, хăйĕн çемйипе Мускавра пурăнать. Тамара Ивановна Çеçпĕл вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Ывăлĕ Александр Иванович паянхи кун "Интер-фейс" ОООн директорĕ пулса ĕçлет. Вăл çар службин ветеранĕ, саппасри майор. Владимир Иванович – полковник, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, аслă категориллĕ кардиолог, Раççей Оборона министерствин тĕп аритмологĕ. Кĕçĕнни, Нина, Ямашри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн медсестри.
Уяв кĕрекинче ачисем ашшĕ-амăшне тав туса чуна хускатмалла ырă сăмахсем каларĕç, чечек çыххисем, парнесем пачĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн, ЗАГС пайĕн ĕçченĕсен ăшă саламĕсене туй кĕрекине ларнă халăх патне асăннă пай ĕçченĕ Ирина Морозова çитерчĕ, парне пачĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе уяв хуçисем Хисеплĕ юбилярсен кĕнекинче алă пусрĕç.
Уçă, ырă кăмăллă çынсем хăйсем патне туртаççĕ. Çавăнпах-тăр Стекловсен кĕрекинче тăван-пĕтен кăна мар, ял-йыш та йышлă пулчĕ. Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Харитонов, ялти офис врачĕ Ольга Семенова Стекловсем ял çыннисемшĕн тĕслĕх çемье пулнине палăртса каларĕç.
"Чувашавтодор" управлени ячĕпе ветерансене саламлама Канашри ДРСУ коллективĕн представителĕсем килнĕ. Вĕсем Иван Александровича диплом тата укçа парса чысларĕç.
Стекловсен кĕçĕн мăнукĕ Даниил юрă саламĕ хатĕрленĕ. Иван Александровичпа Клавдия Алексеевнăн ывăлĕ Александр Иванович районти ЗАГС пайне хаклă парне – Ямаш ялĕн историйĕпе аталанăвĕ çинчен калакан кĕнекене парнелерĕ. Вăл хăй шăпах та çак кĕнекен авторĕ.
Стекловсем вăрçă кÿнĕ йывăрлăхсем витĕр чыслăн утса тухса ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тыл ветеранĕсем. Пĕрне пĕри хисеплесе, упраса пурăнни пурнăçа вăрăмлатать пулĕ. Çамрăк мăшăрсен çакăн пек çынсенчен тĕслĕх илесчĕ.
И.МОРОЗОВА,
районти ЗАГС пайĕн
тĕп специалисчĕ.