16 мая 2012 г.
Районăн Шăхасанта вырнаçнă тĕп больници – республикăри кăтартуллă ĕçлекен сыватмăшсенчен пĕри. Коллектива Рената Федорова тĕп врач ертсе пырать.
– Рената Николаевна, модернизаци программине хутшăнса мĕнле ĕçсем турăр;
– Чирлисене лайăхрах сиплес, паха пулăшу парас тесен ку чухнехи эмел, медтехника кирлĕ. Çав тĕллевпе кивĕ оборудование çĕннипе улăштарма тытăнтăмăр. Çичĕ миллиона яхăн тенкĕ тăракан рентген аппаратне туянтăмăр. Çывăх вăхăтра УЗИ пăхмалли оборудовани, фиброколоноскоп килсе çитмелле. Вар аптратнипе чирлекенсен шалти органĕсене тĕрĕслеме май парать вăл. Кашни тухтăра компьютерпа тивĕçтерĕпĕр. Пирĕн тĕллев – ялсенчи фельдшер пункчĕсене упраса хăварасси. Фельдшерсене, медсестрасене лайăхрах ĕçлеме майсем туса парасшăн. Кашни çын хăйĕн сывлăхне упрама тăрăштăр, чирлесен вăхăтра пулăшу ыйттăр тетпĕр. Ял çынни пÿрнине кастарать-и е çăпан тухать-и: "Ай, иртет-ха", – тесе лăпланса тухтăр патне йăпăр-япăр каймасть. Чирĕ шала кайсан тин пире аса илет.
Юлашки вăхăтра чĕрепе ытларах чирлеме пуçларĕç. Канашра чĕрепе юн тымарĕсен пуçламăш чир-чĕр уйрăмне хута ячĕç. Унта чирĕн малтанхи аталанăвĕ палăрсанах пулăшу параççĕ. Эпир пациентсене малалла сиплетпĕр. Çынсен çав уйрăма лекес марччĕ тесе тăрăшмалла. Тĕрĕс апатланма вĕренмелле, сывă пурнăç йĕркине тытмалла.
– Районта пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен офисĕсем епле ĕçлеççĕ;
– Вĕсем пирĕн вуннă, тĕп больницăран инçетри ялсенче вырнаçнă: Сиккассинче, Вăтакас Кипечре, Пайкилтре, Ухманта, Уçырмара, Вăтапуçра, Анат Сурăмра... Чир йывăрах мар пулсан вырăнтах малтанхи пулăшу илеççĕ. Хытах ыратсан врач стационарта выртма направлени парать.
Офиссен çурт-йĕрне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн тин уçатпăр. Юсав ĕçĕ патне каллех таврăнас марччĕ тетпĕр. Çак меслетпе Уçырмара, Ухманта анлă усă куртăмăр.
Кăçалтан эпир ЧР Сывлăх сыхлав министерствин тытăмне куçрăмăр. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене палăртрăмăр, вĕсем çинчен министерствăна пĕлтертĕмĕр. Укçа çителĕклĕ уйăрсан юсас-çĕнетес ĕçе 2013 çулта малалла тăсасшăн. Кăçал тепĕр офиспа фельдшер-акушер пункчĕ уçасшăн. Сухайкассинче те, Атнашра та ФАПсем анлăрах пулмалла.
Офис хута янин пĕлтерĕшĕ пысăк. Пирĕн пата килекенсен йышĕ чакни сисĕнет. Çавна май кабинетсен умĕнчи черет кĕскелет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев больницăсенче черет пурри-çуккипе яланах кăсăкланать. Ăна чакарма чирлисем электрон регистратурăпа тĕрĕс усă курни те пулăшать.
– Рената Николаевна, сирĕн пата çамрăк специалистсем килеççĕ-и, "Земство тухтăрĕ" программа епле пурнăçланать;
– Унччен çамрăк специалистсем сахалрахчĕ. Çĕнĕ программа пысăк витĕм кÿчĕ. Çывăх вăхăтра клинодиагностика лабораторийĕн тухтăрĕ, хирург, физиотерапевт, рентгенолог килмелле. Травматолог ĕçе кÿлĕнчĕ ĕнтĕ. Терапевтсене те йышăнатпăр. Вĕсем пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче вăй хурĕç. 35 çула çитмен çамрăксем Канаш хулинчен, медицинăра опыт пухнă. Пирĕнпе 5 çултан кая мар ĕçлеме шантарса килĕшÿ тусан ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви урлă пĕр млн тенкĕлĕх сертификат илме пултараççĕ.
Татьяна Чернова клинодиагностика лабораторийĕнче анчахрах вăй хума тытăнчĕ. Сертификат илме документсем хатĕрлет. Мăшăрĕ Канашран. Хальлĕхе хулара ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Пурнăç условине лайăхлатсан хăйсен хваттер пулĕ.
"Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн стоматолога, нарколога йышăнтăмăр. Ялсенче эрех ĕçекен нумай. Сиенлĕ пулни çинчен пĕлеççĕ хăйсем, анчах кăмăл çирĕплĕхĕ çитмест. Наркологпа канашлани пĕлтерĕшлĕ.
Пирĕн тĕллев – чирлисен йышне чакарасси. Çынсем вăхăтра сипленччĕр, чир-чĕре шала кайма ан паччăр тетпĕр. Хăшĕсем больницăра темиçе çул пулманшăн савăнаççĕ. Тĕрĕс мар ку. Тен, вĕсен вун-вун тĕрлĕ чир; Тен, шала кайнă; Вилес пулсан та нимĕн тăваймăн. Çийĕнчех пыракансене çăлса хăварма май килетех.
Хамăр рете çамрăксене хаваспах йышăнатпăр. Вĕсем коллектива çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ.
В.ГРИГОРЬЕВ.