АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахпа та, ĕçпе те пулăшаççĕ

16 мая 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн ветеранĕсем çамрăк сотрудниксене профессие алла илме пулăшаççĕ, хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ, службăпа çыхăннă кăткăс ыйтусене татса парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Ветерансем право пĕлĕвне халăх хушшинче сарас ĕçре те активлăхĕпе палăраççĕ. Н.Каргинапа И.Русскова халĕ те районти полицин специалисчĕсен ĕçĕсене туса пыраççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ пулнă милици подполковникĕ А.Егоров нумай çул Шăхасан ял тăрăхне ертсе пычĕ.

Милици ветеранĕсен канашĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри – милици ветеранĕсен пурнăç условийĕсемпе интересленсех тăрасси, вĕсене адреслă пулăшусем парасси, социаллă хÿтлĕх кÿресси. Кăçал ветерансемпе пĕрле Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн ветеранĕсен кунĕсене паллă турăмăр.

Пирĕн ветерансем тăтăшах шкулсенче пулаççĕ. Çамрăк ăрăва паттăрлăхпа патриотизм тата культурăпа кăмăл-сипет воспитанийĕ парас енĕпе нумай ĕçлеççĕ.

Н.КАРГИНА,

ветерансен канашĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика