АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕрипе ĕçе парăннă вĕрентекен

16 мая 2012 г.

Районти шкулсенче 300 ытла вĕрентекен ĕçлет. Вĕсенчен пĕри – Антонина Панкратовна Григорьева. Çитĕнекен ăру ăслă-тăнлă, çирĕп те сывă, пуçаруллă пултăр тесе ырми-канми тăрăшакан пĕрремĕш категориллĕ педагог вăл.

А.Григорьева 1962 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Катек ялĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ те çак ялтах иртнĕ унăн.

Антонина 1969 çултан пуçласа 1977 çулччен ялти шкулта вĕреннĕ. Вĕренÿре питĕ тăрăшуллă пулнă. Хĕр-упраç пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. "Кÿршĕри тантăшсемпе шкулла выляма кăмăллаттăмăр, эпĕ вара яланах вĕрентекен пулаттăмччĕ", – аса илет вăл хăйĕн ачалăхне.

Сакăр çул вĕренмелли шкултан Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă хыççăн А.Григорьева Канашри педагогика училищин шкул уйрăмне вĕренме кĕрет. Тăватă çул тăрăшса пĕлĕвне ÿстерет вăл унта. Тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăнать. Училищĕре класс ертÿçи пулнă Ольга Ивановна Никитина ун çинчен çапларах аса илет: "Питĕ тăрăшуллă, тирпейлĕ, ĕçе тĕплĕн, пĕр кăлтăксăр тума юратакан хĕр-упраçчĕ".

Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист тăван шкула таврăнса 1-мĕш класа çÿрекенсене вĕрентме тытăнать. Пĕрремĕш вĕрентекен – чăн-чăн асамçă, вăл пуçламăш пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. Çакна яланах асра тытса ачасен вĕренес туртăмне аталантарассишĕн, шкул пурнăçне илĕртÿллĕ тăвассишĕн сахал мар вăй хурать çамрăк педагог. Тăватă çул хушши хăй вĕрентекен ачасене тÿрĕ кăмăллă, тăрăшуллă пулма вĕрентсе нумай енлĕ аталантарать.

Ачасемпе пĕрле Антонина Панкратовна хăйĕн пĕлĕвне те ÿстерсе пырать. Аслă пĕлÿ илес тĕллевпе вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш шкул учителĕсене хатĕрлекен факультетран куçăмсăр мелпе вĕренсе тухать.

А.Григорьева вĕрентекен ачасем тĕрлĕ конкурса, спорт ăмăртăвĕсене, концертсене яланах хастар хутшăнаççĕ, вĕренÿре палăраççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Антонина Панкратовна 5-мĕш класра икĕ çул православи тĕнне вĕрентекен предмета ертсе пырать. Çак предметпа интересленекен ачасен шучĕ те сахал мар, вĕсем районти олимпиадăран пĕрремĕш вырăн йышăнса таврăнчĕç: 2010 çулта – М.Трофимов, 2011 çулта – Л.Корытников.

Вăл вĕрентнĕ ачасем аслă классенче те вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Кăçал республикăра ирттерекен "Ташлакан шкул" проекта А.Васильева аслă вожатăйпа пĕрле пысăк хавхаланупа хутшăнса ачасене тĕрлĕ ташă вĕрентеççĕ. Вĕсем проектăн районти тапхăрĕнче пуçламăш ушкăнра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.

Пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмлă, тÿрĕ чунлă, яланах пурне те пулăшма хатĕр педагог 30 çул Катек шкулĕнче тăрăшать. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн А.Григорьевăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.

Антонина Панкратовна ялта аслă ывăлĕпе Алешăпа тата 90 çула çитнĕ амăшĕпе пурăнать. Кил-хуçалăхра ĕне, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрать. Кĕçĕн ывăлĕ Дима Канашри финанс колледжĕн дипломне алла илнĕ хыççăн куçăмсăр мелпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕренет.

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн хисеплĕ ĕçтешĕмĕр 50 çул тултарчĕ. Эпир Антонина Панкратовнăна чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

З.ЛЕОНТЬЕВА,

Катек шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика