16 мая 2012 г.
Пробизнесбанк коллективĕ ветерансене саламларĕ.
Мĕнпур уявсем хушшинче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн чи сăваплă та манăçми уяв шутланать. Çак кун çĕнтерÿçĕ ветерансене эпир тимлĕх ытларах уйăратпăр, паянхи мирлĕ те тăнăç пурнăçшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса Аслă Çĕнтерÿ 67 çул тултарнине халалланă уяв мероприятийĕсем Пробизнесбанкăн Раççейри 150 хулинче вырнаçнă 200 филиалĕнче те иртрĕç.
Банк офисĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли уяв сĕтелĕсем хатĕрлерĕç. Канаш хулинчи Чукун çул урамĕнчи 75-мĕш çуртра вырнаçнă хăтлă офисра банк ĕçченĕсем ветерансем валли кăмăллă та ăш пиллĕ тĕл пулу йĕркелерĕç. Ватăсем халăхăн фронтри паттăрлăхĕ, тыл ĕçченĕсен тĕлĕнмелле йывăр та пархатарлă ĕçĕсем, иртнĕ пурнăç çинчен калаçрĕç. Паллах, 1945 çулхи майăн 9-мĕшне савăнса та хурланса аса илчĕç, ара вĕсенчен кашниех çак куна çывхартассишĕн хăйсен тÿпине хывнă-çке.
"Çамрăк ăру историе манăçа кăларманни тата пире асра тытни чуна хăпартлантарать", – терĕ Серафим Сергеевич Смирнов. – Ырă туйăм кĕртекен, кăмăла çĕклекен уяв туса патăр. Пире мĕн чухлĕ тимлĕх уйăратăр. Тавах Пробизнесбанка".
Пробизнесбанк аслă ăру çыннисене тимлĕх уйăрасси çинчен уявран уява кăна мар, тăтăшах асра тытать. Хăйĕн ĕçĕнче ватăсен сĕнĕвĕсене те шута илет. Çавăнпа та мĕн тĕ-лĕнмелли, юлашки çулсенче ветерансемшĕн банк чăннипех те шанчăклă вырăн пулса тăчĕ, вĕсене валли пулăшусен ятарлă комплексне хатĕрленĕ.
Сăмах, уйрăммăн илсен, "Пенсионный" ятарлă вклад пирки пырать. Пысăклатнă ставкăпа уйăхсерен процент виçи ÿссе пырать, çавна май пенси калăпăшĕ те хушăнать. Вклада 1 пин тенкĕ хурса уçма, кайран вара хушса пыма пулать. Кунта чи пĕлтерĕшли çакă: счет çинчи укçана малтанхи процентсене çухатмасăр кирек хăш вăхăтра та илме пулать. Çавăнпа та вкладăн срокĕ вĕçленичченех укçа кирлĕ пулчĕ тĕк пенсионерсем ăна илсе нимĕнле тупăш та çухатмаççĕ.
Уява пухăннисен хушшинче банк клиенчĕсем пулни те палăрчĕ. "Эпĕ Пробизнесбанкăн вкладчикĕ. Шанчăклă банк, кунта процентсем те пысăк, условисем те тивĕçтереççĕ", – терĕ Яков Степанович. Унăн сăмахĕсем çумне Тамара Семеновна та хутшăнчĕ. "Сотрудниксем тарават, яланах ăшă кулăпа кĕтсе илеççĕ, ыйтусене тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Пирĕншĕн, ватăсемшĕн, çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ", – терĕ вăл.
Ватă çынсен ыйтăвĕсене банкăн кирек хăш уйрăмĕнче те тивĕçтереççĕ. Черет тăрса вăхăта ирттермелле мар. Эпир вăрăмлатнă кун йĕркипе, апат вăхăчĕсĕр, кану кунĕсĕр ĕçлетпĕр. Сăмах май, пенсие куçарттарас тесен банка паспортпа тата пенсионерăн удостоверенийĕпе килмелле.
"Кунта вклад уçма мана тахçанхи пĕлĕшĕм сĕнчĕ, – ăнлантарчĕ пире Альбина Игнатьевна. – Организаци шанчăклă, сервис çÿллĕ шайра, ватăсене хисеплеççĕ терĕ. Эпĕ кунта нумай пулмасть вклад уçрăм, пенсин пĕр пайне тÿрех хурса пыма пулать... Паян вара уяв питĕ кăмăллă пулчĕ. Тавтапуçах пире тимлĕх уйăрнăшăн".
Пробизнесбанкăн директорĕ Светлана Дорничева банкра ятарлă пĕчĕклетнĕ процент ставкиллĕ пенси кредичĕ илме май пурри çинчен каласа кăтартрĕ. "Пирĕн банк паянах ватă çынсене кредит илме пулăшма хатĕр", – терĕ Светлана Николаевна. Пенсионерсем валли займа справкăсемпе поручительсемсĕрех пĕр сехетре хатĕрлесе пама пулать. Укçана тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçлекен пенсионерсене те, 70 çула çитмен ĕçлемен пенсионерсене те параççĕ.
Хисеплĕ ветерансем. Пробизнесбанк коллективĕ сире Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлать. Эпир сирĕн умăрта пысăк парăмра, историе асра тытасси – пирĕн таса тивĕç. Çирĕп сывлăх, савăк кăмăл, тивлетлĕ кун-çул пултăр сирĕн. Пирĕн банка килсе çÿрĕр, эпир сире пулăшма яланах хавас.