АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арлансем пек сĕтĕрнĕ

12 мая 2012 г.

Вун саккăрта çеç-ха вăл. Кивĕ Ахпÿртре пурăнать. Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ хĕрринче токарь цехĕ пулнă çуртра мĕн пуррине пит лайăх пĕлнĕ çакскер. Хăйĕнпе пĕрле пыма çул çитмен яша чĕннĕ. Унтан илсе тухнă тимĕре тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта парса укçаллă пулатпăр тесе илĕртнĕ вăл арçын шутне кĕреймен çамрăка. Хаваслансах килĕшнĕ лешĕ аслă юлташĕн шухăшĕпе. Çак сăмахсемпех вĕсем тата тепĕр яша, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнаканскере, хăйсемпе пĕр шухăшлисен ретне илнĕ. Тавралăх тĕттĕмленсен виççĕнтан палăртнă çĕре тухса утнă. Пушă çуртра ларакан токарь станукĕн электродвигательне пĕрле илсе килнĕ уçăсемпе усă курса кăларса илнĕ. Двигателĕ вара йÿнĕ мар, 10 пин тенкĕ тăраканскер.

Ăнăçу вĕсене çĕнĕ "паттăрлăхсем" тума "хавхалантарнă". Çурла уйăхĕнче вун саккăрти каччă кĕçĕн тусĕпе Шаккăл ялĕ çумĕнче ларакан тырă складне çул тытнă. Çурт тăррине хăпарса тимĕр листине сÿсе кĕмелли шăтăк тунă. Çутă çутса шалта мĕн пуррине тĕрĕсленĕ. Часах кăмăла килнĕ япаласем тупнă – çуртран ĕне сумалли икĕ аппарат, вĕсен тата тырра сортлакан машинăн электродвигателĕсене йăтса тухнă. Çапла майпа тырă склачĕн хуçине 10000 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Çурла уйăхĕнче виçĕ тус çак склад патне çăмăл автомобильпе кĕрлеттерсе пынă. Хальхинче складран "ДТ-75" тата "МТЗ-80" тракторсен сыпăллă валĕсене, çу насусне, "Вольксваген-транспортер" автомашинăн малти стойкине, 40 литр кĕрекен алюмини фляга илсе тухса машина багажникне хунă. Çак япаласен пĕтĕмĕшле хакĕ 19100 тенке ларнă.

Т.НАРБУТАЕВА,

следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика