АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвар ан кÿтĕр шар

12 мая 2012 г.

Çанталăк ăшăтса пынă май çĕр пичĕ типсе ешерме пуçларĕ. Çак вăхăтра пĕлтĕрхи типĕ курăка тата пуçтарса купаланă çÿп-çап куписене çунтарма тытăнаççĕ. Çуркунне пушарсен хисепĕ çак сăлтава пула палăрмаллах ÿссе каять, вут-çулăм хуралтăсем патне кăна мар, пурăнакан çуртсем патне те "тăсăлса" çитет.

Çакна яланах асра тытăр: кăвайтсене хуралтăсенчен 50 метртан çывăхра чĕртме юрамасть, дача участокĕсенче пуçтарăннă çÿп-çапа çунтарма ятарлă вырăнсем пулмалла. Çунакан кăвайта тимлĕхсĕр пăрахса хăварма юрамасть, кайран шыв сапса сÿнтерме манмалла мар.

Çак пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнсан инкек айккинчен пăрăнса иртĕ:

- типĕ курăка ан çунтарăр. Пирус тĕпне тата шăрпăка сÿнтермесĕр ан пăрахăр;

- енчен те пушар алхаснине асăрхасан ним пулман пек айккинчен пăрăнса ан иртĕр. Тин çеç çунма пуçланă курăка эсир хăвăр вăйпа та сÿнтерме пултаратăр;

- вут-кăвара сÿнтерме йывăç тураттипе, шывпа йĕпетнĕ тумтирпе усă курăр. Вăйлă çунман вырăнсене урапа таптаса сÿнтерме пулать;

- пушара сÿнтерсен инкек пулнă вырăнтан тÿрех пăрахса ан кайăр, вут-кăвар тепĕр хут вăй илсе каяс хăрушлăх пур;

- енчен те вут-кăварпа хăвăр тĕллĕн кĕрешме пултарайманнине туйса илтĕр пулсан пушар хуралĕн ĕçченĕсене шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Умра çу уйăхĕнчи уявсем. Чылайăшĕ çут çанталăка тухма тăрăшĕ, сад участокĕсене тасатса тирпейлĕ. Çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтатпăр, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнăр.

ЧР ВДПОн Канашри вырăнти уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика