12 мая 2012 г.
Пластик савăт-сапана, хатĕр-хĕтĕре çунтарни çын сывлăхĕшĕн те, тавралăхшăн та сиенлĕ. Тĕтĕмпе пĕрле хăрушă наркăмăш сарăлать: азот, сера йÿçекĕсем, фенол, наркăмăшлă углеводород, канцерогенлă диоксин тата ытти те. Вĕсем çын организмĕнче пуçтарăннă май шыçă чирĕсене пуçараççĕ, варти пепкен сывлăхне хавшатаççĕ (вăл сусăр çуралма пултарать) е ăна вĕлерме те пултараççĕ. Чи хăрушă наркăмăш – диоксин. Вăл ÿт-пÿре пуçтарăннисĕр пуçне организма хавшатать, ăна ерипен "вĕлерет". Сиенлĕ япаласенчен тепри вăл – бензопирен. Вăл та наркăмăшлă хутăшсем кăларать.
Пĕр хут усă курмалли савăт-сапаран, полиэтилен бутылкăсемпе пакетсенчен тата пластик савăтсенчен çак майпа хăтăлни тĕрĕс мар. Пластик япаласене тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарма вут-кăвайтăн температури çителĕксĕр. Йăсăрланса çунакан çăра хура тĕтĕмрен вара наркăмăшлă япаласем сарăлаççĕ. Сăмахран, çунакан резина канцерогенлă кĕл тата сера йÿçекĕ кăларать. Вĕсем вара сывламалли органсен чирне пуçараççĕ. Нейлон, поролон тата синтетика ытти материалне çунтарнă чухне цианид тухать. Кăварланнă линолеум татăкĕ, пластик бутылкăн хупăлчи, клеенка, кивĕ фломастер, кабель, теттесем сахалтан та 75 наркăмăшлă япала сараççĕ.
Пластик савăт-сапа, пленка çуннă чухне фосген газ тухать. Вăл çапăçу уй-хирĕнче усă курма тунă наркăмăшлă хутăш шутланать. Фосгенпа диоксин хутăшне темиçе хутчен сывласа илсенех сывлăх сиенленет.
Поливинилхлоридран тунă бутылкăсене темиçе хутчен усă курма юраманнине те палăртаççĕ специалистсем. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем организмшăн сиенлĕ винилхлорид кăлараççĕ. Ултă уйăх тытнă хыççăн бутылкăри шывра çак япала темиçе миллиграмм пухăнма пуçлать. Онкологсем палăртнă тăрăх шыçă чирне аталанма çакă çителĕклĕ.
Паллах, диоксинран сыхланмалли хатĕр çук. Хăть хăш наркăмăш та организмран темиçе сехетрен тухса пĕтет. Анчах та хăйсен йĕрне хăвараççех вĕсем. Диоксин вара çын организмĕнче 12 çул ытларах та ирĕлет. Вăл чи малтанах иммунитет тытăмне аркатать. Çак тытăм тĕрлĕ вируспа, микробпа кĕрешет, рак клеткине аталантарма памасть. Пĕтĕмлетсе каласан, çыннăн сывлăхĕ йăлтах унран килет. Çавăн пекех диоксин пĕвере аркатать, репродукци тытăмне хавшатать: хĕрарăмăн çие юлас шанчăк пĕтет е варти пепке кун çути кураймасть. Çак наркăмăш этем органĕсене епле сиен кÿнине ăсчахсем чылай çул хушши палăртайман. Вăл клеткăри белокпа пĕрлешсе шалалла кĕрет, çĕнĕ генсем туса хума пултарать. Çавна май организмри веществосене йÿçеклентерекен тапхăра хăвăртлатакан ферментсен йышĕ ÿсет. Ку вара çынна хăвăртрах ватăлтарать. Апатпа, шывпа е сывлăшпа организма лекекен сиенлĕ япаласене те ĕрчеме "пулăшать" диоксин. Туберкулезпа, СПИДпа, сахăр тата чĕрепе юн тымарĕн чирĕсемпе нушаланакансене татах та хавшатать. Çунакан вырăна топливо сапнă евĕрех. Çавăнпа та пластик савăт-сапана çунтарма кирлĕ мар. Тем тесен те сывлăх хаклăрах.
В.МАКСИМОВА.