АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнаçлантаракан, куççульлентерекен уяв

12 мая 2012 г.

Хулари предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене чĕнсе илсе чыс турĕç. Вĕсене чечек çыххисем, парнесем пачĕç, вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем, юрăсем янăрарĕç. Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе хула урамĕсемпе велочупав, аслă классенче вĕренекенсем "Асăну çурти" акци ирттерчĕç.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ĕç коллективĕсен представителĕсем, вĕренекенсем хула масарне кайнипе пуçланчĕ. Унта митинг иртрĕ. Канашри эвакогоспитальсенче йывăр сурансене пула вилнĕ салтаксемпе офицерсене пытарнă вил тăприсем çине чечексемпе гирляндăсем хучĕç.

Аслă вăрçăн тĕрлĕ фронтĕнче вакун юсакансем 800 яхăн çапăçнă. 166-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Орденсемпе тата медальсемпе наградăланисен йышĕ питĕ пысăк. И.А.Кабалина Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Завод вăрçăн малтанхи кунĕсенченех вăрçă вăхăтĕнчи саккунпа, "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли" лозунгпа ĕçлеме пуçланă. Кунта бронепоездсем, çар хатĕрĕсем, тĕрлĕ техника хатĕрленĕ.

Завод ĕçченĕсем, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем хулари Культура керменĕ умĕнче фронтран таврăнайман вакунçăсене асăнса лартнă обелиск умне пухăнчĕç. Вĕсене "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕ А.Тен саламларĕ.

– Паян эпир çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунисемшĕн тарăннăн хурланатпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав вĕсене! Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Тăван çăршыва хÿтĕлесе хăварнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр, – терĕ Александр Алексеевич.

Культура çурчĕн вĕрсе каламалли музыка инструменчĕсен оркестрĕн чуна тивекен кĕввипе обелиск умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çакăн хыççăн вăрçă тата ĕç ветеранĕсен, заводра ĕçлекенсен колонни анлă проспектпа хулан тĕп лапамĕ патнелле хускалчĕ. Кунта уяв программин тĕп пайĕ пуçланчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕ А.Тен саламларĕç. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ В.Мелещенко совет салтакне халалланă сăввине вуласа пачĕ. РФ çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕн П.Семеновăн саламлă телеграммине пухăннă халăх патне çитерчĕç. Вăрçă ветеранĕсен ячĕпе В.Калинкин сăмах каларĕ.

– Смоленск çывăхĕнче пĕр салтак юрланă юрăри çакăн пек сăмахсем ĕмĕрлĕх асра юлчĕç: эпир урам тăрăх кайăпăр, укăлча хыçĕнче вăрçăн вĕçĕ. Чăтрăмăр, çĕнтертĕмĕр, тăван киле таврăнтăмăр. Апла пулсан, пурăнар-ха çĕре çитиччен ватлăхсăр, – çакăн пек сăмахсемпе хавхалантарчĕ ватă салтак орден-медаль çакнă ветерансене.

Уяв ячĕпе йĕркеленĕ парад Çĕнтерÿ ялавĕ йăтса тухнипе пуçланчĕ. Хула шкулĕсен çамрăк армеецсен отрячĕсем малтан стройпа утса, кайран строй юрри юрласа иртрĕç. Вакунсем юсакан заводра хатĕрленĕ "За Родину" бронепоезд макечĕ, ДОСААФăн Канашри автошкулĕн, пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕн çар машинисем лапам тăрăх мăнаçлăн шурĕç.

Парад хыççăн хулана ертсе пыракансем, хăнасем, ветерансем, хула çыннисем Мухтав мемориалĕ патнелле çул тытрĕç. Кунта вĕсем чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Лапамри вăхăтлăх сцена çинче хулари илемлĕх пултарулăхĕн коллективĕсен юррисем янрарĕç. Вăрçă çулĕсенчи, ун хыççăнхи юрăсем чылайччен илтĕнсе тăчĕç. Хула администрацийĕ умĕнчи сквер çывăхĕнче ветерансене, уява пынисене салтак пăттипе хăналарĕç. Культура керменĕ çумĕнчи çуллахи скверта ветерансем валли ятарласа "50-мĕш çулсенчи ташă площадки" йĕркеленĕ. Каçхине 10 сехетре хула тÿпине илемлĕн сирпĕнсе çунакан çуртасем асамлă сăн кĕртрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика