12 мая 2012 г.
Юрра-ташша ăста çыннăн тавра курăмĕ те анлăрах, чунĕ-кăмăлĕ те ырăрах, вăл кĕлеткипе те, сăн-сăпачĕпе те илĕртÿллĕрех. Ташă ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене кăшт кăна чухлакан çын та ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Тÿрĕ кĕлетки, çăмăл утти мĕнешкел илемлĕ.
Ака уйăхĕн вĕçĕнче Сиккассинчи культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери ташă кунне халалласа "Чун-чĕре ташши" ятпа ташă искусствин районти иккĕмĕш конкурсĕ иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенĕ – Сиккассинчи ача-пăча искусствăсен шкулĕ. Конкурс çамрăк-ха, вăл кăçалхипе иккĕмĕш хут çеç иртет, апла пулин те ташша юратакансен йышĕ çуллен нумайланса пыни кăмăла хавхалану кÿрет.
Çак хăйне евĕр уява Канаш енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 17 вĕренÿ учрежденийĕнчен 20 коллектив хутшăнчĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхне тăватă ушкăнра кăтартрĕç: 6 çула çитнисем тата кĕçĕнреххисем, 7-11 çултисем, 12-15-рисем, 35-49 çула çитнисем.
Конкурс программинче эстрада тата халăх ташшисене кăтартасси тĕпре пулчĕ. Çавна май пирĕн ташăçсен коллективĕсем мĕн тери талантлă та тĕрлĕ енлĕ пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Жюри членĕсене те – Ольга Микушинăна, Любовь Никифоровăна, Ольга Егоровăна, Елена Дмитриевăна – чи пултаруллисене палăртма çăмăлах пулмарĕ, мĕншĕн тесен кашни ушкăн хăйне евĕрлĕ, маттур.
Ултă çултисен тата кĕçĕнрех ÿсĕмрисен йышĕнче "Ромашечки" (Чакаçри ача сачĕ, ертÿçи Ирина Яковлева) тата "Горошинки" (Ăвăспÿрт Кипечри ача сачĕ, ертÿçи Надежда Фомина) ушкăнсен пĕчĕк ташăçисем мала тухрĕç.
7-11 çултисен конкурсĕнче жюри Сиккасси вăтам шкулĕн "Солнечные зайчики" (ертÿçи Лидия Антонова), Чакаç вăтам шкулĕн "Солнечные лучики" (ертÿçи Ирина Иванова) маттур пулнине палăртрĕ.
12-15 çулти ташăçсем хушшинче Сиккассинчи ача-пăча искусствăсен шкулĕн "Радость" (Ольга Егорова хатĕрленĕ) тата Янкăлч ялĕнчи "Жемчужина" (ташша лартаканĕ Альбина Силодорова) коллективĕсем лайăх енчен палăрчĕç.
Конкурса хутшăннă ачасемпе вĕсен ертÿçисене район администрацийĕн грамотипе тата дипломĕпе чысларĕç.
Пурте, ачасенчен пуçласа педагогсем таранах, хăйсен талантне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕç çак кун. Хаваслă кулă, савăнăçлă кăмăл, çĕкленÿллĕ туйăм хуçаланчĕ Сиккассинчи культура çуртĕнче. Ара ташăри хусканусемпе çын пурнăçĕнчи кашни саманта палăртма пулать мар-и-ха;
Çакăн евĕр пултарулăх конкурсĕ йĕркелени тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен хутшăнăвне çирĕплетет, ăсталăха ÿстерет. Ташă конкурсне çуллен ирттересси пирĕн районта йăлана кĕрсе çирĕпленессе шансах тăратпăр. Ташша вĕрентекенсем те, ку искусствăра пуçламăш утăмсем тăвакансем те çак ĕçĕн кирлĕлĕхне палăртрĕç.
Е.ДМИТРИЕВА, Сиккасси ача-пăча искусствăсен шкулĕн директорĕ.
Е.ПАВЛОВА, вăтам шкул вĕрентекенĕ.