АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве пултарнă таран çывăхлатма тăрăшнă

12 мая 2012 г.

Хисеплĕ ватăсем, вăрçă нушине хăйсем тутанса курнисем, тертне тÿснисем, Вырăскас Пикших ялĕ çумĕнчи "Колос" кафене пуçтарăнчĕç. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ тата ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн ĕçченĕсем вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем тата тыл ĕçченĕсем валли асра юлмалли уяв хатĕрленĕ. Çак чыса вĕсем чăннипех тивĕç.

Уяв программине Наталия Антоновăпа Галина Кузнецова ертсе пычĕç. Кăвакарнă çÿçлĕ ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов саламларĕ. Вăл Тăван çĕршыва кăкăрĕпе хÿтĕленисене, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ĕçленисене пулас ăрусене тăнăç тÿпе парнеленĕшĕн тав турĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх, ачисемпе мăнукĕсенчен ыррине çеç курма сунчĕ. Çавăн пекех Владислав Васильевич çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Михайлова, ветерансен районти канашĕн председателĕ Мария Данилова, пенси фончĕн представителĕ Светлана Васильева салам сăмахĕсемпе ватăсен чунĕсене ăшăтрĕç, кăмăлĕсене çĕклерĕç.

– Ачăрсем, мăнукăрсем сирĕн паттăрлăха ялан асра тытчăр, эпир те нихăçан манар мар. Манăçа кăларни вара чи пысăк çылăх пулĕ, – терĕ Валентина Георгиевна.

– Манăн уйрăмах хĕрарăмсене тав тăвас килет. Вĕсем тăраниччен апатне çиеймен, тĕрлĕ курăкран яшка пĕçерсе хăйсен, ачисен чунĕсене тытса тăнă, окопсем чавнă, вăрман каснă, вăкăрсемпе суха тунă, çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, фронтри салтаксем валли чăлха-алсиш çыхнă, – чĕринчен кăларчĕ сăмахĕсене Мария Никитична. Унăн пуплевĕ чылайăшĕн кăмăлне çемçетсе ячĕ, хăшĕ-пĕри куç айĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ.

Культура ĕçченĕ Наталия Антонова сĕтел хушшинче ларакан ватăсене микрофонпа калаçтарчĕ. Каласа панисенчен хăшĕ-пĕрин аса илÿ сыпăкĕсене вулакансем патне çитерес терĕм. Чăннипех те телейсĕр вăхăтсем пулнă иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсем. Вĕсене астăвăмран ниепле те хуратса пăрахаймăн. Çак шухăш Уçырма ялĕнче пурăнакан Марфа Филиппован сăмахĕсенче питĕ уçăмлăн палăрчĕ.

– Аса илес темесен те шăмă сыпписем аса илтерсех тăраççĕ, хытă сураççĕ-çке-ха вĕсем. Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ вун пиллĕкреччĕ. Çитĕннисемпе вăрман касма ячĕç. Элеватор çумĕнчи вăрманта хĕлĕпех пăравуссем валли вутă хатĕрлерĕмĕр. Çуркунне енне Янкăлч ялĕ çывăхне куçарчĕç. Çитсенех пăрлă шыва кĕрсе ÿкрĕм. Шăнса ан пăсăлтăр тесе мана çылам шурă эрех ĕçтерчĕç. Хальччен эрех сыпса курманскер çийĕнчех ÿсĕрĕлсе кайрăм, мĕн ирччен ним туйми çывăртăм. Çăпата сырса çÿреттĕмĕр, шывлă юрта часах нÿрелсе ларатчĕç. Апат çиме хупăннă чиркÿ çуртне çÿреттĕмĕр. Аса илме пит йывăр, нуши-тертне çамрăклах тÿсме тиврĕ, – аса илчĕ Марфа Филипповна.

Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Мария Михайлова каласа панине те чуна ыраттармасăр итлеме çук.

– Хамăр салтаксем валли мĕн чухлĕ чăлха-алсиш çыхман пулĕ, çĕр улми типĕтсе фронта ăсатнă, колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр йывăр ĕçре тар юхтарнă. Патшалăха 100 çăмарта, 10 кило çăм, какай, сĕт-çу тата ытти продуктсем памаллаччĕ. Хамăр вара çуркунне çĕр улми анинче крахмал пуçтараттăмăр, мăян вăрринчен пашалу пĕçереттĕмĕр, шĕшкĕ кăчкине, вĕлтрене тата ытти курăксене шывра вĕретсе çиеттĕмĕр. Пурăнасах тенĕ çав, тăшмана çĕнтерессе, вăрçă хыççăн пурнăç лайăхланасса, йĕркене кĕрессе чун-чĕререн шаннă. Упăшкапа 8 ача çуратса ура çине тăратрăмăр, – вĕçлерĕ сăмахне Мария Михайловна.

Çĕнĕ Шелттем çынни Василий Ефремов салтак тумне 1944 çулта тăхăннă. Радист-стрелок пулнă вăл. Заданире пулса фашистсен самолечĕсенчен пулеметран персе хÿтĕленме тивнĕ. Берлина çитнĕ.

– Вăрçă хыççăнхи темиçе çула Германире çар службинче ирттертĕм. Çамрăк салтаксене çар ĕçне вĕрентрĕм. Тăван яла старшина пакунĕсемпе таврăнтăм. Нумай çул ял совет председателĕнче, колхоз бригадирĕнче ĕçлерĕм, – терĕ Василий Порфирьевич.

Каласа парас текенсем татах та пулчĕç. Ветерансен аса илĕвĕсене итлекенсен вĕсене пушшех те хытăрах хисеплес, çĕре çити пуçа таяс килчĕ. Ветерансен ячĕпе вăрçă ачи, Çĕнĕ Пинерте пурăнакан, парти, спорт, культура ĕçĕсенче тăрăшнă Николай Иванов хăйсене хисеп тунăшăн тав турĕ. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ чăваш юррисемпе, Ольга Егорова хаваслă ташăпа савăнтарчĕç.

Пурнăçран уйрăлса кайнă вăрçă ветеранĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

х х х

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă Шăхасан çыннисене асăнса лартнă палăк умĕ таса та тирпейлĕ, ешĕл курăк çилпе хумханать, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăраççĕ. Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, салтак арăмĕсем хисеплĕ вырăнта лараççĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ.

– Районта вăрçă ветеранĕсем 65-ĕн юлчĕç. Шел, А.Е.Смирнов çак куна пурăнса çитеймерĕ. Кашни çулах çак трибуна çинчен чуна тивмелле хĕрÿллĕ, хăватлă сăмахсем калатчĕ. Шăхасанта Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсен хÿтĕленисенчен иккĕн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри кăна, М.А. Александрова, кунта килме пултарчĕ. Ним те тăваймăн, пурнăçăн хăйĕн саккунĕ – ветерансем пирĕнтен уйрăлса кайсах пыраççĕ. Чĕррисене те, çапăçусенче пуç хунисене те, вăрçă хыççăн пурнăçран уйрăлнисене те, тылра тар юхтарнисене те нихăçан та манар мар. Вĕсене час-часах аса илер, – терĕ Владислав Васильевич.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, В.Иванов депутатăн пулăшуçи Н.Иванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л. Егорова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, вырăнти вăтам шкул директорĕ В.Федоров тата ыттисем салам сăмахĕсем каларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăнăç тÿпе сунчĕç.

Капăр тумлă шкул ачисем ветерансене чечек çыххисем пачĕç. Паттăр ентешсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Шкулăн çамрăк артисчĕсем, "Хĕлхем" ача сачĕн воспитанникĕсем юрăсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç. Çамрăк армеецсем хăнасен умĕпе чыс парса стройпа иртрĕç.

Уяв çакăнпа пĕтмерĕ-ха. Митинг вĕçленнĕ тĕле "Ямаш - Çеçпĕл – Шăхасан" чупава хутшăннисем финиша пĕрин хыççăн тепри килме пуçларĕç. Аслă Çĕнтерÿ 67 çул çитнине халалласа ирттернĕ чупавра малти виçĕ вырăна йышăннисене республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров асăнмалăх кĕмĕл укçа пачĕ. Дипломсем, парнесем нумай пулчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика