12 мая 2012 г.
Вĕсен ячĕсене асра тытса
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Афганистанри, Чечняри тата вĕри точкăсенчи çапăçусене хутшăннисем Афганецсен скверĕнчи постамент çинчи бронетранспортер умĕнче тĕл пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле çемйисем, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем килнĕ. Кунтах Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн кадечĕсем. Митингра хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен союзĕ" обществăлла организацин Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев сăмах каларĕç.
Митингра Афганистан вăрçине хутшăннисен ушкăнне наградăсем пачĕç. Юлашкинчен пуçĕсене хунисене асăнса лартнă монумент умне чечексем хучĕç, пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç.
Хулари Мухтав мемиоралĕ, Культура керменĕ умĕнчи обелиск, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче вилнĕ салтаксен тăванла вил тăприйĕсем пекех Афганецсен скверĕ те сăваплă, халăх килсе тăракан вырăн пулса тăчĕ.
Пĕри кăна парăнман
Кăшнаруй ял тăрăхĕн администрацийĕ Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан Н.Кузьмин пуçарнипе çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче шахматла выляса пĕрре мар Чăваш Республикин чемпионĕ пулса тăнă С.Соколовпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Харăсах темиçе çынпа вылямалли сеанса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине халалланă.
Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильева пынă. Шупашкартан килнĕ хăнасем сеанса хутшăнакансене асăнмалăх открыткăсем парнеленĕ. Ялти культура çуртне шахматла выляма юратакансем 13-ĕн пынă. Чи çамрăкки – Ваня Никоноров. Хĕрарăм та пур, вăл – виçĕ ача амăшĕ И.Егорова. Паллах, вĕсем чемпионран выляса илме йывăррине питĕ лайăх ăнланнă. Апла пулин те кашниех вăйă вăхăчĕ вăрăмрах пултăр тесе тăрăшнă. Пĕр çын кăна чемпионпа ирттернĕ тĕл пулăва никам та çĕнтерейменнипе вĕçлеме пултарнă, çак телейлĕ çын – К.Никоноров.
К.Никоноров Чăваш Ен чемпионне В.Соколова сеанса хутшăннисен ячĕпе Тав çырăвĕ панă.
Ун ятне тÿпе те пĕлет
Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ чаплă ентешĕмĕр М.Костина 70 çул тултарчĕ. Майя Петровна темиçе хутчен парашют спорчĕн тĕнче тата Европа, СССР, Чăваш АССР, СССР тата РСФСР халăхĕсен Спартакиадисен чемпионĕ пулнă. Вăл – тĕнче класлă спорт мастерĕ, Совет Союзĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. Парашютпа 7 пине яхăн хут сикнĕ, 120 медаль, вĕсенчен 75-шĕ ылтăн, 35 кубок çĕнсе илнĕ, спорт рекорчĕсем 38.
Мухтавлă ентешĕмĕрĕн юбилейĕ ячĕпе Уçырма ял библиотекинче каç ирттернĕ.
Чăваш çыравçисен
кĕнекисене парнеленĕ
Республикăра ирттернĕ "Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вулакан кĕнеке – 2010" конкурса пирĕн районти 37 библиотека хутшăннă. Вулавăшсенче кĕнекесен куравĕсем йĕркеленĕ, вулав конференцийĕсем, кĕнекесен электронлă презентацийĕсем, çĕнĕ произведенисен премьерисене ирттернĕ, тĕрлĕ стенд хатĕрленĕ, паллă çыравçăсемпе тĕл пулнă. Мероприятисене районта тухса тăракан "Канаш ен" хаçатра çутатса тăнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, районти ял тăрăхĕсен тĕп библиотеки "Конкурса йĕркелес енĕпе чи лайăх ĕçленĕ библиотека" номинацире çĕнтернĕ. Çакăншăн ăна ятарлă дипломпа наградăланă, чăваш çыравçисен кĕнекисен комплектне парса хавхалантарнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.