12 мая 2012 г.
Медицинăпа санитари пулăшăвне çынсем медицина учрежденийĕсенче кăна мар, физкультурăпа врач диспансерĕсенче, çемье планламалли, çамрăксен сывлăхне упрамалли, медицина профилактикин центрĕсенче терапевт, педиатр, пĕтĕмĕшле практика врачĕсенчен, специалист врачсенчен тата медицина сестрисенчен илеççĕ.
Канашри хула больницинче 313 медсестра ĕçлет. Вĕсен хушшинче ялтан ĕçе çÿрекенсем те чылаййăн. Врачсем чирлисене çырса панă процедурăсене шăпах медсестрасем пурнăçлаççĕ те: уколсем тăваççĕ, капельницăсем лартаççĕ, сурансене çыхаççĕ... Йывăр чирлĕ пациент умĕнче дежурство тăмалла, ăна пăхмалла, эмел ĕçтермелле тата ытти тĕрлĕ ĕç тумалла. Сестрасен ырă чунлă пулмалла, çыннăн нушине ăнланма пĕлмелле. Çакăн пек ырă чун-чĕреллĕ ĕçченсенчен пĕри - Фаина Федорова аслă категориллĕ медсестра (ÿкерчĕкре). Вăл хула больницин пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн кăнтăрлахи стационарĕнче ĕçлет.
Фаина Андреевна 1961 çулхи майăн 11-мĕшĕнче (шăп та професси уявĕ умĕн) Анат Сурăм ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Хĕрача малтан Кăшнаруйĕнчи сакăр класлă шкулта, унтан Энтриялĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Биологипе хими предмечĕсене уйрăмах юратса вĕреннĕ. "Атте мана медицинăпа çыхăннă професси суйласа илме сĕнчĕ. Эпĕ ăна итлесе Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Чуна пыракан профессие алла илтĕм", – тет Фаина Андреевна.
Училище хыççăн унăн шăпи еплерех килсе тухнă-ха; СССР Халăх врачĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ф.Г.Григорьев ертсе пынă район больницин терапи уйрăмĕнче çичĕ çул медсестра пулса ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ май опыт та хушăнсах пынă. 1999 çултан пуçласа паян кунччен Ф.Федорова хула больницинче чунне парса вăй хурать. Ĕçтешĕсем, Нина Красноперова сестра, Ольга Васильева врач, Лиана Васильева поликлиника заведующийĕ ун çинчен ырă сăмах çеç калаççĕ. Медсестран пархатарлă ĕçне хисеп хучĕсемпе, больница администрацийĕн тав çырăвĕсемпе пĕрре мар палăртнă.
Федоровсен туслă çемйинче ывăл Андрей çитĕнет. Вăл Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет. Мăшăрĕ Валерий "Раççей чукун çулĕсем" АУПăн тытăмĕнче ĕçлет. Вĕсен хăйсен çирĕп хуçалăх, капмар кил-çурт, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Пĕр сăмахпа, ĕçĕ çителĕклех, анчах та Фаина Андреевнăшăн юратнă ĕç малти вырăнта. Ара, çур пурнăç унта иртет мар-и-ха; Килти ĕç-пуçа ир-ирех тăрса пуçтарать те чирлисене сиплеме васкать. Çапла кашни кун...
Тăванĕсем, юлташĕсем, ĕçтешĕсем ăна çуралнă кунпа тата медицина сестрисен уявĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул сунаççĕ.
П.ЕФИМОВ.