АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çепĕç юрă – чун уççи

05 мая 2012 г.

Илемлĕ кĕвĕ, çепĕç юрă-çемĕ, камăн чун-чĕрине тыткăнламастăн-ши эсĕ; Сан ытамна кĕрсе ÿкетĕп те пурин çинчен те манатăп. Те юмах тĕнчине лекетĕп, те чăн пурнăçра...

Юрă юхать те юхать. Пĕрре хыттăнрах, тепре шăппăнрах. Тунсăхланă чуна ăшăтса, çунатне уснă кайăка çĕнĕрен вăй-хăват парса, малалла çирĕппĕн вĕçме ăнăçу сунса ачашшăн та çепĕççĕн юхать. Эх, туять-ши вăй-хăватлă, мăнаçлă, черченкĕ юрă хăй савăнăç, телей кÿнине; Этем пурнăçне, çул-йĕрне çăлтăр пек çутатса тăнине; Чун-чĕремпе сисетĕп: туять вăл хăйĕн асамлă вăйне. Ахальтен мар пуçа пылаккăн çавăрса хĕлĕхне хускатса янăрать те янăрать вăл. Ачашшăн çупăрлать вăл мана, йăпатать, йăл кулă парнелет. Çав вăхăтрах куçăма куççуль тулать. Хăй сăпкинче те сиктерет, тивлетлĕ пулма пиллет.

Юррăм, çепĕç юррăм! Санра – асамлă вăй. Санра – пурнăç илемĕ, пуянлăхĕ, еткерлĕхĕ. Сана çĕр çинче мĕн пуррине манса итлетĕп. Пĕтĕм чун-чĕремпе киленсе юрлатăп. Чăвашла, вырăсла шăрантаратăп. Чуна çывăх çав-çавах чăвашли, шăнкăр-шăнкăр шыв пек юхăмли.

Сăнчăр татма пултарнă тăван чĕлхепе янăракан юррăм! Танлаштаратăп сана ылтăн-кĕмĕлпе, ахах-мерченпе. Шурăмпуç çутипе, савса пăхакан хĕвелпе. Хирти кăвак куçлă пин-пин чечекпе, юхан шыв хĕрринче тÿлеккĕн тĕлĕрекен ватă йăмрапа. Танлаштаратăп вĕл-вĕл вĕçекен лăпкă çилпе, ытарайми савăк кулăпа... Пур-ши санран пахи çак çутă тĕнчере;! Эсĕ пирĕн пурнăç: аваллăх, хальхи, пуласси.

Иртни... Иртнисĕр пуласлăх çук, унсăр килмĕ хальхи. Час-часах иртнине таврăнатăп, асаилÿ авăрне путатăп. Куç умне манми сăнарсем, чи çывăх çынсем чĕррĕн тухса тăраççĕ. Умрах акă – савнă кукамай, юратнă асанне, вĕсен шухăша яракан юррисем. Эх, юррăмсем, сире пула эпĕ чĕремшĕн çывăх сăнарсене çумра туятăп, вĕсем юрлакан юрăсене хуллен ĕнĕрлетĕп. Халăх хушшинче анлă сарăлнă юрă пуçăмра çĕр шухăш çуратать.

Шăнкăр-шăнкăр шыв

юхать те,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шыв юхать те

Шыв юхать те, чул юлать.

Шухăшлăр-ха, тăвансем те,

Шухăшлăр-ха, тăвансем,

Ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет, кун юлать...

Чĕремшĕн çывăх сăмахсем чуна макăртаççĕ, этем пурнăçĕ мĕн тери хаклă пулнине туйтараççĕ...

Асăмрах акă анне юрласа ал ĕç туни. Ун сăнарне те, юррисене те çумрах туятăп. Тунсăх, сирсе сирейми тунсăх авăрне путатăп. Юратнă аннен тунсăх юрри те асăмрах, акă.

Пĕлĕтлерĕ, пĕлĕтлерĕ,

Çумăр кăна çумарĕ.

Ĕмĕтленни сая кайрĕ,

Савни хама пулмарĕ...

Чĕре суран çине тăвар сапнăн туйсан та, каллех таврăнатăп иртнине. Мĕн чул вăхăт малалла, вĕсем те маншăн çавăн чухлĕ çывăхрах та хаклăрах.

Юррăм, çепĕç юррăм! Мĕскер эпĕ сансăр; Эсĕ – çут тĕнче илемĕ, чун-чĕре тĕрекĕ. Пурăн, юрă, паян, ыран... Тепĕр çĕр çултан. Юх эс, юрă, таврана юхан шыв пек юхса сарăл. Хавассăн янăра, пин-пин чĕрене тыткăнла. Сиплĕ çăл куç шывĕ пек малалла пурăнма вăй-хăват пар эсĕ, юрă...

Е.ВАСИЛЬЕВА,

Янкăлч ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика