АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ильинапа Корнилаев парнисемшĕн

05 мая 2012 г.

Ака уйăхĕн юлашки эрне кунĕ çуллахи пек ăшă та хĕвеллĕ пулчĕ. Çынсен сăн-пичĕ хаваслăх шевлипе çиçрĕ, кăмăлĕсем çĕкленÿллĕ те савăклă. Çак кун тата икĕ пысăк пулăмпа асра юлчĕ.

Пĕрремĕшĕ районăн тĕп стадионĕнче иртрĕ. Кăçалхипе вуннăмĕш хут Тури Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăрăм дистанцисене чупса тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ тĕнче класлă спорт мастерĕн Надежда Ильинан парнисемшĕн çăмăл атлетсен кросне йĕркелерĕç. Ăна ирттернĕ çĕре Надежда Алексеевна хăй те инçетри Голландирен килчĕ.

Кроса районти шкулсен 400 яхăн спортсменĕ хутшăнчĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов саламларĕ, Надежда Алексеевнăна çурхи куна спорт уявĕпе илемлетнĕшĕн тав туса чечек çыххи пачĕ.

– Кăçал эсир пĕлтĕрхинчен нумайрах. Çакă, паллах, манăн кăмăла çĕклет. Уйрăмах спортпа туслашакансен йышĕ ÿссе пыни пушшех те савăнтарать. Ăнăçу сире, манăн çамрăк тусăмсем! – терĕ паллă спортсменка кроса хутшăнакан ачасене.

Ăмăртăва кĕçĕн çулсенчи ачасем уçрĕç. Каярахпа аслăраххисем хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче 1000, 2000, 3000 метрлă дистанцисене тухрĕç. Вĕсене стартран пуçласа финиша çитичченех юлташĕсем, пĕрле вĕренекенĕсем хавхалантарса тăчĕç. Юбилейлă кросс ячĕпе финиша малтан çитнĕ 10 атлет Надежда Алексеевна аллинчен Голландирен илсе килнĕ парнесем илчĕç.

Вăтам шкулсем хушшинче малти виçĕ вырăна Вăтапуç, Энтрияль тата Чакаç шкулĕсен кросменĕсем йышăнчĕç. Хучелти, Атнашри, Çĕнĕ Шелттемри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисем вăйлисен шутне кĕчĕç. Асăннă командăсене дипломсем пачĕç.

Ветерансем те çамрăк чухнехилле старта тухрĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Виктор Федоров тата Энтрияль шкулĕн физрукĕ Тамара Гурьева финиша чи малтан çитрĕç.

Иккĕмĕш пулăмăн вырăнĕ – районăн Вырăскас Пикшихри спорт шкулĕн залĕ. Кунта Мускав облаçĕн, Мордва Республикин, Чăваш Енĕн 7 районĕн, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисен çамрăк кĕрешÿçисем, пĕтĕмпе 100 яхăн, пуçтарăнчĕç. Вĕсен тĕллевĕ – ирĕклĕ майпа кĕрешсе тăватă хутчен тĕнче чемпионĕн, çуллахи XXII Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илесси. Йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри уçă турнир кăçалхипе 25-мĕш хут иртрĕ.

Юбилейлă турнира районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Родион Мясников, Чăваш Республикин ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин, вице-президенчĕ Владимир Семенов, республикăн çамрăксемпе ачасен олимп резервин шкулĕн директорĕ Юрий Ярусов, Мускаври 555-мĕш строительство управленийĕн директорсен канашĕн председателĕ Владимир Селивестров, Шупашкарти "Желдорремтехника" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Евгений Григорьев тата ыттисем килчĕç.

Турнир хăнисемпе спортсменĕсене районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ чăваш юррипе, Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕнчи ташă ушкăнĕ ку чухнехи ташăпа саламларĕç. Александр Васильев тĕп судья ăмăрту пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Кавирсем çинче хĕрÿ кĕрешÿсем пуçланчĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче Владимир Астахов, Сергей Константинов, Константин Иванов, Антон Григорьев (тăваттăшĕ те Канашран), Овсеп Цатурян (Мускав облаçĕнчи Звенигород хулинчен), Александр Ульянов, Александр Леонтьев тата Платон Васильев (виççĕшĕ те Шупашкартан), Максим Егоров (Мускав облаçĕ, Егорьевск), Ливан Чежня (Мускав облаçĕ, Орехово-Зуево) çĕнтерчĕç.

Ăмăртăвăн тĕп парнине, "ВАЗ–2107" автомобиле, Канаш кĕрешÿçи Сергей Константинов тивĕç пулчĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтернисем телевизорлă пулса тăчĕç. Малти виçĕ вырăна тухнисене медальсемпе тата дипломсемпе наградăларĕç.

Ăмăртăва йĕркелекенсене асăнмалăх парнесем пачĕç. Вĕсем хушшинче чупассипе тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ Надежда Ильина та пулчĕ. Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ Сергей Корнилаевпа Надежда Ильина пĕр-пĕринпе чылайччен калаçрĕç. Аса илтеретпĕр, Сергей Григорьевич Пушкăрт Республикинчи чăваш ялĕнче çуралнă.

В.АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика