АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем госпитальте паллашнă

05 мая 2012 г.

Маякри клуб администраторĕ Г.Сергеева тата Çĕнĕ Шелттемри библиотека заведующийĕ Т.Иванова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем Анна Свиридовна тата Иван Васильевич Романовсем патĕнче пулчĕç. Вĕсем Маякри хисеплĕ ватăсене çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕç.

Романовсен пурнăçĕ вăрăм та тĕрлĕ енлĕн. Анна Свиридовна Украинăра çуралнă, Иван Васильевич чăвашран. Пĕр-пĕринпе вĕсем 1944 çулта çар госпиталĕнче сывалнă чухне паллашнă. 1947 çулта вĕсен пурнăç çулĕ пĕрлешнĕ. Маяк ялĕнче пурăнма тытăннă. Анна Свиридовна район больницинче, Сиккассинчи участок больницинче медсестрара ĕçленĕ. Иван Васильевич вырăнти вăрман пунктĕнче платник, столяр пулса вăй хунă. Çар наградисем çумне ĕç наградисем хушăннă. Иртнĕ çулхи августăн 2-мĕшĕнче Романовсем мăшăрланнăранпа 64 çул çитнине паллă турĕç.

Ветерансем хăйсен йывăр ачалăхне, вăрçăн хаяр кунĕсене куççуль витĕр аса илчĕç. Г.Сергеева Анна Свиридовнăпа Иван Васильевича çамрăк ăру тата ял летопиçĕ валли курав камерипе ÿкерчĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика