05 мая 2012 г.
Вун çиччĕри Атнаш каччине Нил Морозова 1942 çулхи раштав уйăхĕнче çара илнĕ. Радиотелеграфиста вĕрентнĕ хыççăн фронта янă. Пĕрремĕш çапăçăва Орел хули çывăхĕнче кĕнĕ. Белорусси, Польша çĕрĕсене ирĕке кăларнă, Кенисберга штурмланă, Япони милитарисчĕсене çапса аркатнă çĕре хутшăннă. Тăван яла госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн инвалид пулса 1947 çулта таврăннă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.
Нил Гаврилович çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăнать. Вăл – Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕ çумĕнчи "Ветеран" клубăн председателĕ. Республикăра вăрçă тата çар службин ветеранĕсен обществăлла организацине йĕркелес тесе нумай вăй хунă. Делегат пулса Пĕтĕм Раççейри организацин 5-мĕш тата 6-мĕш конференцийĕсен ĕçĕсене хутшăннă. Обществăлла ĕçри хастарлăхшăн Нил Гавриловича çÿлерех асăннă организацин кăкăр çине çакмалли паллипе, грамотисемпе чысланă, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне панă.
Эдисон Патмар çы-равçă пирĕн ентеш çинчен кĕнеке çырнă. Çав хайлавăн презентацине Атнашри культура çуртĕнче ирттернĕ. Унта кĕнеке авторĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕ Н.Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Киров облаçĕнчи Зуевка районĕн пуçлăхĕ Е.Пислегин,тĕрлĕ çапăçăва хутшăннисен республикăри "Паттăрлăх" организацин председателĕ В.Яковлев, районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.Андреев, Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Тимофеев хутшăннă. Хăнасем Нил Гавриловича кĕнеке тухнă ятпа, Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу суннă. Н.Морозов райадминистраци пуçлăхне В.Софронова Пĕтĕм Раççейри вăрçă тата çар службин обществăлла организацийĕн "Паттăрлăх" орденĕн медальне панă.
Районти ял тăрăхĕсен тĕп библиотекин ĕçченĕсем Л.Евгеньевăпа Л.Егорова пухăннисене "Рядовой солдат Родины" кĕнекен авторĕпе Э.Патмарпа, кĕнекен тытăмĕпе паллаштарнă, "Унпа ял-йыш мухтанать" электронлă презентаци кăтартрĕç. Вĕсем хатĕрленĕ "Халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ" курав пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Районти культура ĕçченĕсен "Ентешсем" ансамблĕ тата Атнаш шкулĕн ачисем концерт кăтартнă.
Хăнасене хисеп туса чечексем панă, Э.Патмар хăйĕн кĕнекине автограф çырса парнеленĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.