АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртрĕç, тирпей-илем çинчен калаçрĕç

05 мая 2012 г.

Эрне кун район депутачĕсен XVII ларăвĕ иртрĕ. Унта Канаш районĕн Уставне улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн юридици секторĕн заведующийĕ М.Васильева тухса калаçрĕ. Пуху Уставри хăш-пĕр статьясен пункчĕсене кĕртме палăртнă улшăнусене пĕр саслăн йышăнчĕ.

Лару хыççăнах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен канашлăвĕ пуçланчĕ. Тĕпрен илсен, калаçу кунта ялсене тирпей-илем кĕртесси çинчен пычĕ. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев çак енĕпе пыракан ик уйăхлăх мероприятийĕсене мĕнле ирттернипе паллаштарчĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсем тавралăх хăтлăхĕшĕн кирлĕ пек ĕçлеменнине асăнчĕ. Уйрăмах çырмасемпе пĕвесенчи çÿп-çап ял илемне пăснине пĕлтерчĕ. Ял çыннисем хушшинче урамсем таса та тирпейлĕ пулччăр тесе тăрăшни сисĕнсех каймасть, чылай çĕрте йăла каяшĕсене, картишĕнчи ăпăр-тапăра урама е çывăхри çырмана кайса тăкаççĕ. Паллах, çÿп-çапа санкциленĕ вырăна кайса тăкассине кирлĕ пек йĕркелеменнинчен те килет çакă. Ялсене таса тытас ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен Уçырма тата Сиккасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Ивановпа Н.Вазинге каласа пачĕç.

Чылай ялта уйрăм çынсен лавккисем пур. Анчах вĕсем йĕри-тавра тирпейлĕ, хăтлă пултăр тесе тăрăшсах каймаççĕ. Çавăн пек лавккасене тăтăшах тĕрĕслесе тăни пĕртте пăсăк пулмĕ, яваплăхĕ те ÿсĕ.

Районăн тĕп врачĕ Р.Федорова кăçал Березовка, Высоковка, Зеленовка, Чăнкăвар, Сивçырма, Кашкăрçырми ялĕсенче, Новый поселокĕнче медицина пулăшăвĕ пама 7 кил хуçалăхĕ йĕркелеме палăртса хунине пĕлтерчĕ. Вĕсене пирвайхи медпулăшу пама вĕрентеççĕ, ятарлă медицина сумкипе, эмелсемпе, телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтереççĕ. Çак ĕçе тума пултаракан çынсем те тупăннă. 300 яхăн пурăнакан ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлĕç. Рената Николаевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене пăхса тăрасси çине тимлĕх ытларах уйăрма чĕнсе каларĕ. Çак енĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн, ял тăрăхĕсен депутачĕсен пуçаруллăрах пулмалла.

Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев шкулсене çĕнетес программăна пурнăçа кĕртес енĕпе çыхăннă мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Шкулсене компьютерсемпе тивĕçтерĕç, вăтам шкулсенче пуринче те информатика класĕсем пулĕç. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр учебниксемпе вĕрентĕç, библиотекăсем çĕнĕ кĕнекесемпе, пособисемпе пуянланĕç, чухăн çемьесенчи ачасене вырăнти бюджет шучĕпе тÿлевсĕр апат çитерĕç.

Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем районта çÿрекен автобуссемпе майăн 10-мĕшĕччен тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Билет вырăнне удостоверени кăтартмалла. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе юн тăкнисемшĕн, тар юхтарнисемшĕн çакă хăйне евĕрлĕ пысăках мар парне пулĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика