27 апреля 2012 г.
Кашни ялăн – хăйĕн уйрăмлăхĕ. Çырма-çатра, урам, çурт-йĕр – хăйне евĕр. Уçырма та улшăнса, çĕнелсе пырать.
Атя, Марина, яра пар...
– Пирĕн ялта 709 кил. Çын нумай. Шел те, выльăх-чĕрлĕх шучĕ чаксах пырать, – терĕ Валерий Иванов лаша пирки сăмах тапратсан.
Валерий Тимофеевич çуллахи каникулта ашшĕпе пĕрле хире пичкепе шыв турттарнине аса илчĕ. "Çавăн чухне лашана юратма тытăнтăм, – терĕ. – Кÿршĕ ачисемпе лаша витине ăмăртмалла тенĕ пек чупаттăмăр. Якку тата Ваçук пиччесене ут шăварма пулăшаттăмăр, йывăç кĕреçепе тислĕк тасататтăмăр. Çакăншăн лаша пăхакансем пире тиха кÿлсе паратчĕç. Вĕсене вĕрентмелле ял тăрăх чуптарса çаврăнаттăмăр".
Конюхсем вĕсене лаша кÿлме те вĕрентнĕ. Хĕл кунĕсенче килсерен чăх каяшĕ пуçтарнă. 8-9-мĕш классене çитсен хире тислĕк турттарнă.
Самана улшăнсан малтан пĕр витине, кайран теприне пĕтернĕ. "Пĕрне Канашри аш-какай комбинатне илсе кайрĕç. Унта хам та ĕçлесе курнă. Çав лаша туртасене хуçса-çĕмĕрсе комбинатран Уçырмана таврăннă. Чунĕ хăйне пусасса сиснĕ ĕнтĕ. Шел, каялла тытса кайрĕç. Хамăн куççуль тухрĕ", – терĕ Валерий Иванов.
Ĕлĕк утсене килте тытма юраман. Апла пулин те пĕр столяр-платник вăрттăн усранă, ял канашĕнче ăна ĕне тесе çыртарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тин ирĕк панă.
– Эпир те туянтăмăр. Темиçе те улăштартăмăр. Хальхине 5 çул каялла Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнчен илтĕмĕр. Хăмланă кунне кил хуçи патне интервью илме Чăваш телекуравĕнчен Марина Карягина пынă. Тихана унăн ятне панă. Çула тухма хатĕрленсен çаплах чĕнетĕп: "Атя, Марина, яра пар". Хăш чухне – хушаматпа та, – каласа кăтартрĕ Валерий Тимофеевич. – Шел, паянхи ачасене лаша кирлĕ мар. Хĕлле кÿлсе паратăп та хĕрсене катаччи чуптарăр тетĕп. Патне те пымаççĕ.
Тĕлĕнмелле те, çичĕ çĕр ытларах киллĕ ялта мĕн пурĕ те 3 çын çеç лаша усрать. Çынсем юлашки вăхăтра çăмăллăх кредичĕпе мотоблок нумай туяннă. Леонид Андреев ут тытать-ха, утă-улăм пуçтарать, халăха та пулăшать. Çав вăхăтрах унăн пĕчĕк трактор та пур.
Анатолий Васильевăн вара икĕ лаша. Пĕрне пусма тесе туяннă, анчах хăйне лайăх тытнăран – хĕрхеннĕ. Çăварнире Канаша каять, паркра пĕчĕк ачасене лартса ярăнтарать. Ятарласа хыçлă çуна ăсталанă. Шăнкăрав çа-кать, тутăрсемпе илемлетет. Кăштах укçа тăвать.
Вячеслав Петров мотоблок хыçне кăкармалли сÿре тунă. Утта çавăнпа пуçтарать те – ăна лаша кирлĕ мар.
– Темиçе çултан ялта ут юлмастех пулĕ, – тет Валерий Иванов. – Çынсем ансат техникăпа ĕçлесшĕн.
Кăвик-кăвик тусĕсем
Уçырмара темиçе çын кăвакарчăн усрать. Пĕрин 30-40 мăшăр та пулĕ.
– Манăн улттă, – терĕ Валерий Тимофеевич. – Вĕçен кайăкпа 6-7-мĕш класранпах кăсăкланатăп. Шурă кăвакарчăнсем хăйне евĕр. Пĕчĕк çаврăмсем туса çÿлтен-çÿле вĕçсе хăпараççĕ. Унтан çаврăнма тытăнаççĕ. Çуначĕсемпе шарт-шарт çапаççĕ. Пăхса тăма мĕнешкел интереслĕ.
Кăвик-кăвик тусĕсем кашни çулах, кăрлачăн 10-11-мĕшĕсенче, Хусана курава каяççĕ. Пĕр шухăшлисем çĕршыври тĕрлĕ регионтан пуçтарăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе канашлаççĕ, кайăксене чир-чĕртен сыхлама вĕренеççĕ, ункăсем, тĕрлĕ хатĕр туянаççĕ.
Канашри ял хуçалăх пасарĕнче кăвакарчăнсене сутакан-туянакан та пур. Унта та çитеççĕ Уçырмасем.
– Хăшĕсем бизнес тăваççĕ. Алла иленнĕ кайăксене ĕрчетме тем пысăкăш çурт-йăва ăсталаççĕ, ятарласа çын тытаççĕ. Эпир вара кăмăла тивĕçтерме, вăййине пăхса тăрса савăнма çеç усратпăр, – тет В.Иванов. Ялта çунатлисен тусĕсем хушăнасса çирĕп шанать.
Çĕнĕ сăн кĕретех
Уçырмари вăтам шкулта Шăхасанти ача-пăча ÿнер шкулĕн филиалĕ вырнаçнă. Надежда Александрова преподаватель ачасене 16-мĕш çул илем тĕнчин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Ун патĕнче 22 ача 4 çул çичĕ предметпа ăс пухать, пултарулăхне аталантарать. Программине Надежда Ивановна хăех хатĕрлет.
– Ĕç питĕ килĕшет. Нихăçан та сехет çине пăхмастăп. Киле кайма васкамастăп, – тет. Уçырма шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Ангелина Тулпанова, Анна Васильева тата Ольга Мартынова тăхтавра та Надежда Ивановнăпа пĕрлеччĕ, мольберт умне тăма ăшталанаççĕ.
Сăрă ăстисем районта, республикăра иртекен нумай конкурса хутшăнса мала тухаççĕ. Хăшĕ-пĕри шкул хыççăн та малалла вĕренет. Пĕлтĕр Алексей Микушкин Канашри педучилищĕне дизайн уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Пурте художник пулаймĕç. Анчах илеме туйма вĕренни питех те лайăх. Занятисене юратса çÿрекенсем сочиненисене ăста, сăнарлă çыраççĕ.
Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. Ÿнерçĕсемсĕр шкулта пĕр концерт та иртмест. Юрлаççĕ, ташлаççĕ, шÿтлеççĕ... Паян илеме туйма вĕренсе ыран ял капăрлăхĕшĕн тăрăшĕç. Вĕсене пула тăван ене çĕнĕ сăн кĕрĕ. Хапхасене, пÿрт-çурта тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетсен камăн чунĕ çĕкленмĕ;
В.ГРИГОРЬЕВ.