АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын патне эс васка

27 апреля 2012 г.

Çын ыр кăмăллăхне мĕне кура хаклама пулать-ши; Калаçăвне е ĕçĕсене кура; Тен, ăс-тăнĕнчен. Ман шутпа, ырăлăх вăл хĕвел çути пекех, хăй патне туртать, пурнăçа аталантарать, унсăр тĕнче илемĕ те çук. "Ырă тăвакан сăваплă", – теççĕ халăхра. Йĕри-тавралла пăхатăп та шухăшлатăп, пур-и çавăн пек çынсем ман тавралăхра. Хам пĕлекен çынсенчен ыйтатăп, кама ырă çын тесе калама пултараççĕ вĕсем; Ун пек çынсемсĕр тĕнче пушă пулнă пулĕччĕ. "Тем тесен те ырă çынсем нумайрах. Вĕсенчен пĕри - Анна Алексеевна, ялта тухтăр пулса ĕçленĕскер", – терĕ нумайăшĕ.

Чăнах та çапла-ши; Эпĕ Анна Алексеевна кун-çулĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентĕм. Вăл 1923 çулта Вăрманялта çуралнă. Вĕсен пысăк çемье пулнă, вунă ачаран çиччĕшĕ ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ те Канашри медучилищĕне çул тытнă. Унтан медсестрана вĕренсе тухсан 45 çул хушши çынсен сывлăхĕшĕн канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă. Канашра виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн, 1943 çулта, Ăвăспÿрт Кипеч ялне килнĕ, 1945 çулта Гурий Федотович Федотовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă.

Анна Алексеевнăн малтанхи ĕç кунĕсем вăрçă вăхăтне лекнĕ. Çирĕмри хĕре 1943 çулта повестка панă. Вăл Мускава çул тытнă. Унта телеграфисткăсен, связисткăсен ушкăнĕсене çеç хатĕрленĕ пирки, вырăсла начар пĕлнĕрен каялла янă. Анчах та юнашар ялта çар самолечĕсен аэродромĕ пулнă май унăн çĕрле вышка çинче прожектористка ĕçне тумалла пулнă. Кăнтăрла вара медпунктра чирлисене пулăшнă. "Ĕçленĕ, чăтнă, унта каймастăп, кунта каяс килмест тесе тăман", – тет Анна Алексеевна.

Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăлах пулман. Трахома, оспа чирĕсемпе кĕрешме тивнĕ. 1968 çулта упăшкипе, Гурий Федотовичпа, (вăл ун чухне ял Совет председателĕнче ĕçленĕ) çĕнĕ медпункт çуртне тума тем чухлĕ вăй хума лекнĕ. Платниксене ĕçтернĕ-çитернĕ. Пĕр çул хушшинче ăна хута янă. Ял халăхĕ чирлесен 2010 çулчченех çав çурта пулăшу ыйтма çÿренĕ (хальхи вăхăтра медпункт шкул çуртне куçнă).

45 çул хушшинче тем тĕрлĕ пулăшу та пама тивнĕ Анна Алексеевнăн, куç чирлесен, ал-урана кастарсан, вар-хырăм ыратсан, пыра шăмă ларсан, шыва путнисене, çапăçса аманнисене тата ытти те. Мĕн чухлĕ ачана çут тĕнчене килме пулăшнă тата! Каласа та пĕтереймĕн. "Ялта Анна Алексеевна кĕрсе пулăшу паман кил те çук пуль", – теççĕ çынсем. "Килти ĕçе пăрахса çын патне васканисем те пайтах пулнă. Пĕррехинче чĕртнĕ кăмакана сÿнтерсе тухса кайрăм. Тепрехинче кăмакари çăкăра кăларма çынна хушса хăвартăм", – лăпкăн каласа парать çак ырă чунлă хĕрарăм. Чирлĕ çынсем патне кăна мар, выльăхсене пулăшу пама та чĕнеççĕ иккен ăна.

89 çула çитсе пырать пулин те Анна Алексеевна чунри хăватне çухатман-ха. Пулăшу ыйтсан халĕ те - ирхине-и, каçхине-и - çын патне васкать.

Ырă ырăлăх çуратать. Ачи-пăчи, тăванĕсем, кÿршисем ăна хăйне те пулăшма яланах хатĕр. Çамрăк ачасем пулăшма килнипе уйрăмах кăмăллă вăл. Ырă тăвакана сăвап пулатех.

"Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн", – тенĕ ваттисем. Анна Алексеевна пек ырă, сăпайлă, ĕçчен, пысăк чунлă пуласчĕ. Çĕр çинче ырă çынсем нумайрах пулсан тĕнче те, пурнăç та хитререх пулĕччĕ.

Н.АФАНАСЬЕВА.

Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика