27 апреля 2012 г.
РФ Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕнчи пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çулта 6 дача çуртне çаратнă, малтанхи çулта 7 çурта ухтарнă пулнă. Çуртсене ытларах кĕркуннехи, хĕллехи тапхăрсенче çаратаççĕ. Çанталăк условийĕсем япăхса кайсан дачăсен хуçисем унта сайра кăна пулкалаççĕ, хăшĕсем çăва тухмасăр та каймаççĕ. Çавна май вăрăсем нумайлăха тимлĕхсĕр хăварнă çуртсенче хăйсене ирĕк туяççĕ.
Чылай чухне "сăтăрçăсем" алăк çине çакнă çăрасене ватса, чÿрече рамисене ватса кĕреççĕ. Тĕрлĕрен инструмент, тум-тир, металлран тунă япаласене хĕстерсе тухаççĕ.
Вăрăсем дачăра хăварнă пурлăха вăрласа ан кайччăр тесен хăрушсăрлăхăн çак йĕркисене пăхăнмалла:
– дача хуçисен пĕр шухăшлă пулса тăтăш тăракан хурал тытмалла;
– дачăран кайнă чухне унта мĕне питĕрсе илме май пур, пурне те питĕрсе хăвармалла;
– хăвăр дачăра вăрах вăхăт пулайманнине пĕлсен çакăн çинчен кÿршĕсене пĕлтерсе хурăр, иккĕлентерекен çынсем çÿренине курсан полицие чĕнме хушăр;
– хаклă япаласене унти çуртра ан хăварăр, киле кайнă чухне пĕрле илсе кайăр.
Çак йĕркесене пăхăнсан вăрланă тĕслĕхсем сахалрах пулĕç. Анчах та ведомствăра тăман хурал органĕсемпе килĕшÿ туса сигнализаци хатĕрĕсем вырнаçтарсан пурлăха упраса хăварас шанчăк пысăкрах пулать.
РФ ШĔМĕн районти уголовлă шырав пайĕ.