АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районпа паллашма Зуевкăран килчĕç

27 апреля 2012 г.

Пирĕн республикăна Киров облаçĕнчи Зуевка район администрацийĕн делегацийĕ ĕç опычĕпе паллашма килчĕ. Малтанхи кун вĕсем Çĕрпÿ районĕнче пулчĕç. Тепĕр кунне Зуевка районĕн пуçлăхĕ-район Думин председателĕ Евгений Пислегин, администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Семаков, унăн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ Любовь Широкова, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Лобанова Канаш тăрăхне çитрĕç.

Чи малтанах хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа тĕл пулчĕç. Владислав Васильевич районăн социаллă пурнăçĕ тата экономики мĕнле аталанса пынине кĕскен сăнласа пачĕ, малашне тума палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Делегаци членĕсене уйрăмах харпăр хăй хушма хуçалăхĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕ мĕнле аталанса, ял хуçалăхне вăй илме пулăшакан программăсем пурнăçа епле кĕрсе пыни, туса илнĕ продуктсене реализацилессипе çыхăннă ыйтусене татса парасси интереслентерчĕ. Калаçу хыççăн çула тухрĕç.

Пĕрремĕш чарăну Уçырмари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Рената Федорова тата офис врачĕ Разина Диканеева ял çыннисен сывлăхне сыхлас ĕçе мĕнле туса пыни çинчен каласа пачĕç, офисри кабинетсене кăтартса çÿрерĕç. Киров облаçĕн çыннисене сывлăх учрежденийĕсенче специалистсем çителĕклĕ пулни тĕлĕнтерчĕ. Рената Николаевна халăха чир-чĕртен хăтарас, сыватас, хÿтĕлес ĕçре "Земство тухтăрĕ" программа пысăк пулăшу кÿнине пĕлтерчĕ. Медицинăн аслă пĕлĕвне илнĕ çамрăкпа килĕшÿ туса миллион тенкĕ пани пит лайăх-ха вăл. Анчах та пирĕн енче çамрăк специалистсене миллион тенкĕ темшĕн-çке илĕртесшĕнех мар. Вĕсем хуласенчи лайăх ĕç условиллĕ больницăсене туртăнаççĕ. Ку енĕпе пирĕн нумай вăй хумалла-ха", – терĕ хăнасенчен пĕри.

Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов делегацие администраци çурчĕпе, культура çуртĕнчи курав залĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăкпа паллаштарчĕ. Библиотека ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн заведующийĕнчен Марина Петровăран пĕлчĕç.

Хăнасем Канашри ял хуçалăх пасарĕнче нумай çĕнĕлĕх курчĕç. Пур çĕрте те таса та тирпейлĕ. Сутуçăсем сĕнекен пахча çимĕç, аш-какай, юр-вар пахалăхĕпе тивĕçтерет, таса, сывлăхшăн усăллă. Сивĕтмĕшсем вырнаçтарнă пÿлĕм-сенче, суту-илÿ павильонĕсенче, лабораторире пулчĕç, унта ĕçлекенсем каласа панине тимлесе итлерĕç.

Шăхасан салинче "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче калаçăва комплексăн тĕп бухгалтерĕ Елена Шакшина экскурси евĕр ирттерчĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта хăнасем кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн темиçе сăввине чăвашла, вырăсла итлесе киленчĕç. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен шкул директорĕ Владимир Федоров тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Тарасова каласа пачĕç. Çутă та пысăк вĕренÿ класĕсем, библиотека, спорт тата акт залĕсем хуларинчен пĕртте кая мар. Зуевка районне ертсе пыракансем кăна мар, вĕсемпе çÿрекен хамăр çынсем те, кунта пĕрре мар килсе курнă пулин те, пĕлÿ керменĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕç. Педагогсен коллективĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех вырăнтан тата штат тулли пулни Киров облаçĕн чиновникĕсене тĕлĕнтерсех ячĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев районта малта пыракан Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче вĕçленчĕ. Кунти ĕç-хĕл çинчен унăн ертÿçи Николай Андреев каласа пачĕ. Нумай ыйтăва хуравлама тиврĕ пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă Николай Степановичăн. Каласа памалли вара унăн темĕн чухлех – 33 çул хушшинче пухăннă опычĕ самаях пуян.

Сыв пуллашас умĕн Канаш телевиденийĕн корреспонденчĕ Олеся Григорьева Евгений Пислегинран тата Олег Семаковран интервью илчĕ. Вĕсем ĕçлĕ çул çÿревпе кăмăллă пулнине, мĕн курнипе Зуевка районĕнче усă курма шутлани çинчен пĕлтерчĕç, ăшшăн йышăнса интереслĕ каласа панăшăн тав турĕç. Владислав Васильевич тĕл пулу ик еншĕн те усăллă пулнине палăртса хăварчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика