АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай кирлĕ-и ватта?

27 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 21-28 мĕшĕсенче пирĕн республикăра "Çурхи ыр кăмăллăх эрни" иртет. Унăн тĕллевĕ – "Пĕрлехи вăйпа хамăрăн пуласлăха йĕркелетпĕр".

Иртнĕ шăмат кун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, районăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова Пайкилтри ватăсен çуртĕнче пулчĕç. Вĕсем унта пурăнакан вун ултă ветерана çурхи уявсен ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сунчĕç. Вырăнти шкулта вĕренекенсем, Шăхасанти ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем юрлас-ташлас пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, хăйсем ăсталанă япаласене, ÿкерчĕксене парнелерĕç. Ватăсем хăйсене хисеп тунăшăн, сăваплă ĕç йĕркеленĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç, хăш-пĕрисем куççульленчĕç те.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕнче çут тĕнчене килнĕ З. Александрова 77 çул тултарать. Кунта вăл иккĕмĕш çул пурăнать. "Пире лайăх пăхаççĕ, кашни эрнерех мунча хутса параççĕ, апат лайăх çитереççĕ. Пушă вăхăтра чăлха, пĕчĕк кавир çыхатăп", – терĕ вăл.

Сиккассинчи ватăсен çуртĕнче культура ĕçченĕсем, ача сачĕн воспитанникĕсем, вăтам шкулта вĕренекенсем пысăк концерт кăтартрĕç. Кунта пурăнакансене парнесем пачĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика