27 апреля 2012 г.
Федераци Канашĕн членĕ Леонид Лебедев чĕннипе Чăваш Республикин муниципаллă тытăмсене ертсе пыракансен ушкăнĕ (унта 30-ăн) Мускава кайнă. Ушкăнра пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов та пулнă. Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви чăваш делегацийĕ валли Патшалăх Думин тĕрлĕ Комитечĕпе тĕл пулусем, "çавра сĕтелсем" йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш "çавра сĕтел" Çĕр тата строительство хутшăнăвĕсен комитетĕнче иртнĕ. Чăвашран килнисене Комитет председателĕ Алексей Русских, унăн пĕрремĕш çумĕ Владимир Парахин, Комитет аппарачĕн ертÿçи Елена Ковалева тата ытти сотрудниксем кĕтсе илнĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче çĕрсене пĕр категорирен теприне куçарассипе, çĕр лаптăкĕсенче строительство объекчĕсем лартассипе, çĕр уйăрса парассипе тата ăна каялла илессипе çыхăннă саккунсене çĕнетес, строительство вăхăтĕнче административлă чăрмавсене чакарас ыйтусене сÿтсе явнă. Алексей Русских Комитет ĕçĕ-хĕлĕпе тата саккунсем кăларас енĕпе тумалли ĕçсемпе паллаштарнă.
Иккĕмĕш тĕл пулу Федераллă тытăм тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕпе Виктор Кидяевпа иртнĕ. Унта Комитет аппарачĕн ертÿçи Игорь Бабичев тата сотрудникĕсем хутшăннă. Калаçу тĕпрен илсен "Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕ-мĕшле принципĕсем" Саккуна, вырăнти хăй тытăмлăхăн финанс никĕсĕсене пурнăçлассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем тавра пынă. Налук хумалли базăна, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинчи полномочисене анлăлатас ыйтусене те хускатнă.
Виççĕмĕш тĕл пулу Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетра иртнĕ. Кунта Раççей ВТОна кĕнĕ чухнехи условисенче ял хуçалăхне аталантарас, ял пурнăçне лайăхлатмалли программăсене пурнăçа кĕртес ыйтусене, ял хуçалăх пасарĕсем çинчен хатĕрленĕ саккун проектне тишкернĕ. Çакăн хыççăн Патшалăх Думинче экскурси йĕркеленĕ.
Юлашкинчен Чăваш Республикин делегацийĕ Чăваш Енĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Леонид Волковпа тĕл пулнă. Пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине тата та тачăрах тума калаçса татăлнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.