АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутарти тĕне кĕмен чăвашсем журналистсемпе тĕл пулчĕç

25 апреля 2012 г.

Вĕсем иккĕн. Пĕри - Тутар Республикинчи Алексеевски районне кĕрекен Пÿлер ял тăрăхĕн администраци ертÿçин çумĕ Александр Петрович Гайнуллин, тепри - çак районти Чăваш наци культура центрĕн ертÿçи Сторожев Николай Николаевич. Мĕн сăлтавпа инçе çула тухса Канаш хулине çитнĕ-ши аякри хăнасем;

- Эпир Канашра кăна мар, Шупашкарта та пултăмăр, - терĕ Александр Петрович. - Икĕ тĕллевпе килнĕ эпир кунта. Пĕрремĕшĕ вăл - сирĕн Шăхран ялне пуçарса яракан, мăсăльман тĕнне йышăннă Аттиш ятлă чăвашăн кун-çулне тĕплĕнрех пĕлесси. Ун пирки хулари музейра хăш-пĕр документсемпе паллашрăмăр. Аттиш чăваш 1588 çулта Вятка шывĕн вăтам тăрăхĕнчи Арск енчен куçса килсе хальхи Канаш вырăнĕнче çĕнĕ ял пуçарса янă. Ăна вырăсла Атищево тенĕ. Сĕве уесĕн 1646-1647 çулсенчи халăх шутне çыракан кĕнекинче Аттиш ялĕнче 3 кил пулнине палăртнă, тепĕр 100 çултан ку ялта 132 кил пулнă. 17-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Хусан енчи чăвашсен тепĕр ушкăнĕ кунта куçса килсе Шăхран ялне пуçласа янă. Çулсем иртнĕçемĕн Аттишпе Шăхран ялĕсем пĕрлешнĕ, ял ятне Шăхрана хăварнă.

- Тепĕр ыйтăвĕ тата, Александр Петрович;

- Пирĕн ял, вăл Шеме ятлă, кăçал 250 çул тултарать. Малтанхи вăхăтра унăн ячĕ "Егорьевская Шама" пулнă. Ăна пуçарса яракан - сирĕн тăрăхри Шăхран чăвашĕ Якуркка пулнă. Вăл 1750 çулта кунтан ултă çемьепе куçса кайнă та Пÿлер ялĕнче тĕпленнĕ. Пÿлер - ĕлĕкхи Пăлхар чăвашĕсен тĕп хули пулнине пурте пĕлетпĕр. Ăна 13-мĕш ĕмĕр варринче тутар-монголсем ишсе-аркатса тăксан вăл хула пулма пăрахнă. Халĕ Пÿлер - ял кăна. Çак ялта 12 çул пурăннă хыççăн Шăхран чăвашĕсем Пÿлер ялĕнчен ултă çухрăма çĕнĕ çĕре куçса Шеме ялне пуçарса янă. 1762 çултанпа, пирĕн ял пуçланнăранпа, шăпах 250 çул çитет. Çавăнпа Канаш хула делегацине çак юбилее паллă тума хăнана чĕнесшĕн.

Пирĕн ялта, чăвашсемсĕр пуçне, тутарсемпе вырăссем пурăнаççĕ. Эпир - тĕне кĕмен чăвашсем, православи тĕнне йышăнман. Интересли акă мĕн: пирĕн, Шеме чăвашĕсен, хушамачĕсем тутарла. Сафин, Биктемиров, эпĕ хам Гайнуллин... Ман тăвансенчен çурри тутара тухнă. 1917 çулта революци пулман пулсан Шеме чăвашĕсем пурте тутара куçнă пулĕччĕç. Чăвашсене ун чухне çĕр те паман пулнă.

Пĕрех пире чăн-чăн чăваш теме май çук пулĕ. Асанне вĕрентнине ас тăватăп: выльăх пуснă чухне вилнисен ячĕсене асăнса тутарла "пĕсмелле аминь" - "турă, ан пăрах", темеллеччĕ.

- Ял пысăк-и;

- 170 кил, халăх йышĕ 500 çын ытла.

- Эсир тĕне кĕмен тетĕр те, чăвашсен йăли-йĕркине тытмастăр апла;

- Мĕнле тытмастпăр, тытатпăр. Юпа та тăватпăр, Мăн кун та, Çимĕк те. (Юпа - авалхи тĕне кĕмен чăвашсен уявĕ. Ăна юпа уйăхĕнче паллă тунă. Çĕрнĕ юпасене улăштарса çĕннисем лартнă. Çак уяв кунĕсенче çын вилсен, вил тăпри çине юпа лартма юраман. Хĕрарăмсен вил тăприйĕ çине çăка, арçынсенне - юман юпа лартнă). Пирĕн Мăн кун сирĕн Мăн кунччен маларах - юн кун - пуçланать те, вырсарни кун пĕтет.

Пирĕн виçĕ масар. Вырăс масарĕ уйрăм. Чăваш масарĕпе тутар масарĕ пĕр картара. Чăвашсем пĕр енче, тутарсем тепĕр енче. Чи хĕрринче - чăн чăваш, чăн тутар выртать. Варринче вара - "пăтраннисем": ни чăваш, ни тутар. Хĕрес лартмастпăр - юпа.

- Районта чăваш ялĕ нумай-и;

- Пысăк ялсем пĕр-иккĕ кăна. Ивановский текен поселок пур пирĕн. Унта патша вăхăтĕнче Çĕрпÿ тăрăхĕнчи чăвашсем куçса килнĕ. 50-мĕш çулсенче Куйбышев ГЭСне тунă чухне чылай чăваш ялĕ шыв айне пулнă, хăшĕ-пĕрисем чăваша таврăннă, ыттисем вырăс ялĕсене саланса пĕтнĕ. Ку поселокра Совет влаçĕ вăхăтĕнче 2-3 колхоз та пулнă - питĕ пуян хуçалăхсем. Хăйсен электростанци (ун чухне пур çĕрте те электричество пулман), çăнăх, кĕрпе арманĕсем пулнă.

Пирĕнпе юнашар Емелькино чăваш ялĕ пур. Кунта пĕрремĕш килсе ларакан çын Емелькке чăваш пулнă. Çавсем пирĕн енне куçса килнĕ чухне ураписене шыв урлă каçма сулă çине лартиччен арăмĕсемпе ачисене, жандармсем тытса чарасран, михĕсене чиксе пытарнă. Ытти çĕртен куçса килме ирĕк пулманнипе çавăн пек улталама тивнĕ ĕнтĕ çынсен влаçсене.

- Ялсенче чăваш шкулĕсем çук-и;

- Çук. Уçман.

Тутартан килнĕ хăнасем хальхи Шупашкар гербĕ çинчен те сăмах хускатрĕç.

- Сирĕн Герб çинче кăвакалсем пулни тĕрĕсех-ши; - терĕ Николай Николаевич Сторожев. - Ман шутпа, унта барс е кашкăр пулмалла, мĕншĕн тесен археологсем ĕлĕкхи чăвашсем пурăннă вырăнсене чавса тĕпченĕ чухне кашни çурт айĕнчех кашкăр шăммисем тупнă. Чăвашсемшĕн кашкăр тăшман мар, хÿтĕлевçĕ пулнă.

- Ял юбилейне хăш уйăхра паллă тума шутлатăр;

- Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, шăмат кун. Канашран хăнасем пырасса шанатпăр. Канаш пирĕн тĕп кил шутланать, Шеме чăвашĕсем 250 çул каялла шăпах кунти Шăхран ялĕнчен куçса кайнă-çке-ха.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика