25 апреля 2012 г.
М.Игнатьева Тури Сурăм ялĕнчи клуб администраторĕнче 1999 çултанпа ĕçлет. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Вăл ял çыннисем валли илĕртÿллĕ мероприятисем тăтăшах ирттерет. Марина Германовна – пултаруллă йĕркелÿçĕ, ял тăрăхĕнчи спорт тата культурăпа массăллă мероприятисене, субботниксене хастар хутшăнать. Обществăлла пурнăçра та активлă. Коллективра, ял-йышра пысăк хисепре.
Районта та ăна пуçаруллă, активлă пулнипе пĕлеççĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив районти тĕрлĕ конкурспа фестивале хутшăнмасăр юлмасть. Пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. М.Игнатьева кашни çулах йĕркелекен "Пĕчĕк ялăм – савнă ялăм" уяв программи тытăмĕпе те интереслĕ, пуян та хаваслă. Маринăна суйлавсенче территори суйлав комиссийĕн секретарьне лартаççĕ. Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн, вырăнти профсоюз комитечĕн членĕ пулнă май ĕçлĕ сĕнÿсем парать, пуриншĕн те усăллă мероприятисем йĕркелеме пулăшать, хĕрарăмсем валли пĕчĕк уявсем туса парать. Юбилей, кану каçĕсем, интереслĕ тĕл пулусем унсăр иртмеççĕ тесен пĕртте йăнăш пулас çук.
Марина Германовна чăваш культурине сыхласа хăварас, ăна аталантарас тесе тăрăшать. Тавçăрулăхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрать. Кÿршĕ районсенче, Шупашкарта курнă ырă йăласемпе тăван ялта та усă курас тесе вăй-халне шеллемест. Калаçма ÿркенмест, ял çыннисемпе кăмăллă сăмахлать.
Клуб çумĕнчи "Хĕлхем" фольклор ансамблĕ, драма кружокĕн коллективĕ, агитбригада районта иртекен фестивальсемпе конкурссенче яланах лайăххисен шутĕнче, малти вырăна темиçе хутчен те йышăннă.
Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене, культурине сарас ĕçе активлă хутшăннăшăн, ял тăрăхĕпе районăн пурнăçĕнче хастарлăхĕпе палăрнăшăн М.Игнатьевăна Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ, парнесем парса тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарнă.
В. АЧЧА.