25 апреля 2012 г.
Шăмат кун, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин ях хуçалăх министрĕ С.Павлов пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.
Вăл Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă, нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă çĕре çитсе курнă. Хуçалăх ертÿçи Н.Андреев пĕлтернĕ тăрăх, выльăх апачлĕх курăксем 800 гектар йышăнаççĕ. Пĕр çĕрте удобрени сапнă хушăрах тепĕр вырăнта сÿрелеççĕ. Удобренисем, çунтармалли тата сĕрмелли материалсем вăхăтра кирлĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ.
Шăмат кунтан пуçласа кооператив ĕçсен вăйлатнă режимне куçнă, çур аки тапхăрĕнче канмалли кунсене ĕç кунĕсем тесе йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Механизаторсене уя тухса апатлантарассине йĕркеленĕ. Çĕр пĕр пек пиçсе пынине кура ĕçсен фрончĕ пысăкланать. Вăтăр виçĕ çул стажлă, опытлă председатель каланă тăрăх, çак кунсенчех кĕрхи çĕртмене сÿрелесе çурхисене акма пуçласшăн. Малтанласа пăхнă тăрăх вĕсем 700 гектар йышăнĕç. Çак ĕçе 10 кунта вĕçлеме палăртнă. Кукурузăпа хĕвел çаврăнăш валли те сахал мар лаптăк уйăрнă.
Çурхи ĕçсем ытти хуçалăхсенче те пуçланчĕç. Районти аграрисен 7000 гектара яхăн нумай çул ÿсекен курăксене тата 5400 гектар кĕрхи культурăсене вăй илсе аталанма им-çам сапмалла.
Тунти кун район администрацийĕнчен çурхи уй-хир ĕçĕсене 4 хуçалăхра – Киров ячĕллĕ ЯХПКра, "Канаш", "Восход" тата "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче пуçăнни çинчен пĕлтерчĕç. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене, пĕтĕмпе 390 гектар, сÿреленĕ тата апатлантарнă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене им-çамлаççĕ, çак ĕçĕн кăтартăвĕ – 95 тонна. Хуçалăхсенче çĕр улми суйлаççĕ, яровизацилеççĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.