25 апреля 2012 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хăйĕн çумĕпе А.Егоровпа çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе пилĕк хуçалăха çаврăнса килчĕ.
"Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхе пынă чухне механизаторсем шанса панă техникăна хатĕррисен ретне тăратма хăш-пĕр кăлтăксене пĕтерес енĕпе ĕçлетчĕç. Кунтах хуçалăх ертÿçи В.Ефимов та. Вăл ертсе пыракан пĕрлĕх районта лайăх ĕçлесе пыракансен шутĕнче пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Кадрсем енĕпе йывăрлăхсем çук. Трактористсем хушшинче "хурçă утсене" вунă çул анчах мар çÿретекенсем те пур. Вĕсемпе сăмах пуçартăмăр.
Михаил Тихоновпа Вениамин Яковлев трактор рулĕ умне шкулта чухнех ларнă. Çар хĕсметĕнче икĕ çул пулнă хыççăн тăван хуçалăхах таврăннă. Михаил Иванович – Тăрăнтан, мăшăрĕпе икĕ ача ÿстереççĕ. Пĕри, Иван ятли, ашшĕ пекех техникăпа туслă. Тăватă çул каялла ăна çĕнĕ трактор çине лартрĕç. Сарлака илекен культиватора Александр Порфирьев çамрăк механизатор ĕçлеттерет.
Вениамин Яковлев та – Тăрăн çынни. Арăмĕпе, "Хĕвел" ача садĕнче воспитательте тăрăшакан Альбина Анатольевнăпа, виçĕ ача çитĕнтереççĕ: икĕ хĕрпе ывăл. Ывăлĕ ашшĕнех хывнă, тăваттăмĕш класра анчах пулин те, техникăна кăштах тĕшмĕртет, çакă, паллах, ашшĕн тăрăшăвĕ.
Виктор Иванов – хуçалăхри чи опытлă, пысăк стажлă механизатор. Унăн ĕç кĕнеки 1975 çулта çырăнма пуçланă. "Тимĕр-тăмăрпа, техникăпа тăрмашма ачаран юрататăп, Мана шаннă "МТЗ-80" трактор – чи шанчăклă тусăм", – тет Виктор Николаевич шÿтлесе.
"Тăван çĕре чунĕпе парăннă, суйласа илнĕ профессине урăххипе улăштарман çынсемпе сăрта та тепĕр майлă çавăрса хума пулать. Хуçалăха ертсе пыракан ĕçпе "çунать" пулсан, çитĕнĕвĕ вара икĕ хут пысăкланать", – çакăн пек шухăшпа сыв пуллашрĕç района ертсе пыракансем "Цивиль" пĕрлĕхĕн ĕçченĕсемпе.
Д.Денисов хресчен (фермер) хуçалăхĕн мехпаркĕнчи техника хире тухма хатĕр. Хуçалăхра саккăрăн ĕçлеççĕ, çур аки вăхăтĕнче вĕсен йышне ÿстереççĕ. Планпа 180 гектар тырă акма-лартма пăхнă, вĕсем – тĕш тырă, çĕр улми, кăшман, кишĕр тата купăста. Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем çителĕклĕ.
Сергей Трофимов "Родник" тулли мар яваплă пĕрлĕхе вунă çул ытла ертсе пырать.
– Топливо 9850 литр пур, вĕсенчен 8 тоннине йÿнетнĕ хакпа туянтăмăр. Çур акине пилĕк механизатор хутшăнĕ. Тăваттăн "МТЗ", пĕри "ДТ-75" тракторпа ĕçлĕç. Культурăсем 350 гектар йышăнĕç. Çĕр улми 10 гектар лартма, выльăх апачлĕх курăксем 25 гектар акма палăртрăмăр, ытти лаптăксем çинче тулăпа урпа çитĕнтерĕпĕр, – терĕ Сергей Николаевич.
"Восход" пĕрлĕх ертÿçи Вячеслав Петров та механизаторсемпе пĕрлеччĕ. Кунта юсав ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрехчĕ. Тăри юрриллĕ çурхи хирте пилĕк трактор кĕрлĕ. Çывăх вăхăтрах сÿрелеме тухас шутлă.
"Канаш" хуçалăхри лару-тăру кăмăла самаях çĕклерĕ. Кĕркунне 270 гектар тĕш тырă акса хăварнă, çурхисене 539 гектара çитерме палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те кунта тивĕçлĕ вырăнта. Нумаях пулмасть Комсомольски районĕнчен ăратлă 20 пăру илсе килнĕ. Çулталăк вĕçнелле ĕнесен йышне 400 çитересси çинчен пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Махмуд Гулиев. Малашлăхра – çĕнĕ ферма тăвасси. Ĕçлекенсен хисепĕ – 75. Вĕсен вăтам ĕç укçи 7 пин тенке яхăн. Кредитсемпе татăлса пĕтсен шалăва ÿстерме шутлаççĕ.
А.ТЯМИНА,
район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.