20 апреля 2012 г.
Африка чуми – вируслă чир, унпа килти тата хир сыснисем чирлеме пултараççĕ. Вирус пысăк сыснасене те, çурасене те "тиркесе" тăмасть, ернĕ хыççăн 100 процент таранах тĕп тăвать. Чир пуçланнă тапхăрта выльăхăн температури 42 градус таранччен хăпарса каять, вăл апат çими пулать. Хăлхи çумĕнче, мăйĕ, хырĕме тĕлĕнче тата хÿри патĕнче йăм-хĕрлĕ вырăнсем палăрма пуçлаççĕ, вĕсем пуссассăн та шупкаланмаççĕ. Хăш-пĕр чухне сысна юн чĕкĕрме тата хăсма тытăнать. Пĕтĕ амасем "хырăм пăрахаççĕ". Сăмсисенчен юн кайни те пулать. Тепĕр 7-10 кунтан чирлĕ сысна вилет.
Çын тата чĕрчунсем африка чумипе чирлемеççĕ. Енчен те çак амак çĕршыври пĕр-пĕр хуçалăхра сиксе тухрĕ пулсан регионшăн та пысăк тăкаклă пулса тухать. Мĕншĕн тесен профилактика меслетне ку таранччен те шутласа тупман. Чирлĕ сыснасене сиплеме юрамасть.
Чирпе пĕр тĕрлĕ çеç кĕрĕшеççĕ: 10 км радиусри сыснасене юн кăлармасăр вĕлереççĕ те виллисене, фермине тата унти пĕтĕм япалана çунтарса яраççĕ. Чире тупса палăртнă вырăнтан 100 км радиусра усракан сыснасене пурне те пусаççĕ.
Иртнĕ çулта Раççейре йĕркесĕр 51 пункта тата африка чумин инфекцийĕ лекнĕ 9 вырăна шута илнĕ. Ставрополь, Краснодар крайĕсенче, Волгоград, Ростов, Чулхула, Ленинград, Мурманск, Архангельск тата Тверь облаçĕсенче килти сыснасем, Карачаево-Черкесси тата Адыгея Республикинче хир сыснисем чирлени паллă. Çулталăк пуçланнăранпа сыснасен африка чуми Калмăк Республикинче, Волгоград облаçĕнче тата Краснодар крайĕнче хăйĕн çинчен аса илтернĕ. Çак регионсем сыснасене пĕтерсе пынипе кăна тăкак тÿсмеççĕ, вĕсем патĕнчен сысна аш-пăшĕ тата выльăх апачĕ те турттарса тухма юрамасть.
Çак чир çĕршывăн кăнтăр енчен çурçĕр енне çулталăкра 350 км хăвăртлăхпа куçса пырать. Африка чумине ытларах чухне хир сыснисем тата вирус лекнĕ сыснасене, хатĕр продукцие турттаракан çынсем сараççĕ.
Районта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10271 сысна шутланать, вĕсенчен 9889-ĕшне килте уйрăм çынсем тытаççĕ. Çак хăрушă чир пирĕн тăрăхра сиксе ан тухтăр тесен мĕнле хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла-ха;
- сыснасене ирĕкре уçăлтарса çÿретме юрамасть (яланах витере тытмалла);
- амасене пĕли пĕлми аçасемпе ерттермелле мар;
- столовăйĕнчен е каферен илсе килнĕ апат юлашкисене вĕретсе илнĕ хыççăн çеç сыснана çитерме юрать;
- сыснасене сутаканăн ятарлă ветсправка пулсан çеç туянмалла;
- ветеринари службин ĕçченĕсене сыснасене вакцинаци тутарттарма чармалла мар (классика чуминчен тата рожăран);
- тин çеç туянса килнĕ сыснасене ял тăрăхĕнче тата патшалăх ветеринари службинче регистрацилеме манмалла мар;
- ветспециалист пăхса хак панă хыççăн кăна сыснана пусма юрать.
Ыйтусем сиксе тухас пулсан районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем сире тĕплĕ хуравсем парĕç.
Н.АНДРЕЕВА,
районти тĕп ветврачăн ĕçĕсене пурнăçласа
пыракан.