АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаш енĕн 2012 çулхи пики – Лариса Яковлева

20 апреля 2012 г.

Çуркунне çут çанталăк чĕрĕлсе ешĕл тум тăхăнать, хăйĕн куллен кун вăй илсе пыракан илемĕпе тыткăнлать. Йывăç-курăк тĕнчине кăна мар, этемлĕхе те çак тапхăрта темле ăнланмалла мар вăй ярса илет, чун пĕр вĕçĕм таçта ăнтăлать. Çурхи сывлăш асамлă техĕмлĕхĕпе антăхтарса ярать. Урамран пÿлĕме кĕрес те килмест. Тата çулталăкăн çак вăхăтĕнче кирек камăн та илемлĕ пулас килет-тĕр.

Иртнĕ эрне кун Уçырмари культура çурчĕ районти чи чипер те тавçăруллă, ĕçчен те пултаруллă пикесене пуçтарчĕ. Пĕвĕ-сийĕпе, сăнĕ-пичĕпе кашни хăйне евĕр, анчах пуринче те илем асăрхама пулать. Ара, илеме кашни хăйне евĕр курать-ха та. Эпĕ хам хÿхĕм сăн-питлĕ çынна курсан ун çине куçа илейми пăхатăп. Кашни клеткине тĕпченĕ евĕр. Хитре çын çине пăхмалла темеççĕ-и-ха тата;

Эрне кун, апрелĕн 13-мĕшĕнче, районти культура сферинче ĕçлекен ăста специалистсем Канаш енĕн 2012 çулхи чи маттур пикине палăртас тесе конкурс ирттерчĕç. Мероприятие çулленех хамăрăн тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине тытса пырас, ăна халăх хушшинче сарас, унпа çитĕнекен ăрăва çывăхрах паллаштарас, наци тумĕн илемне курма-хаклама вĕрентес, чăвашăн авалхи юрри-ташшине чĕртсе тăратас тата çĕнĕ вăй кĕртсе аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Конкурсра чăвашăн наци апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлнине хакласси те тĕп вырăна тухать.

Кăçал пултарулăх тупăшăвне 15 пике хутшăнма кăмăл турĕ. Ку йышра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем те, наука ăслăлăхĕсене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тĕпчекенсем те, професси пĕлĕвĕ илсе ĕçе пуçăннисем те пулчĕç. Пĕр сăмахпа, тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрсем хăйсен ăсталăхĕпе куракана паллаштарчĕç. Конкурссем пуриншĕн те пĕр пулин те, вĕсене кашниех хăйне евĕр хатĕрленнĕ.

Пикесен ăсталăхне, тавра курăмне пилĕк тĕрлĕ конкурсра кăтартма тиврĕ. Чи малтанах хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, юрлас-ташлас, сăвă вулас (кам мĕне пултарать) ăсталăха, наци апат-çимĕçне мĕнле тата мĕнрен хатĕрленине, чăваш тумĕн модине кăтартрĕç.

Вун пилĕк хĕр, вун пилĕк тĕрлĕ сăнар, вун пилĕк тĕрлĕ талант. Жюрие - район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн ертÿçине Лия Арсентьевăна, районти культура çурчĕн директорне Ольга Микушинăна, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсене – инноваципе методика пайĕн заведующине Зоя Николаевăна тата районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн хормейстерне Владимир Стеклова, Сиккассинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Асам" ансамблĕн ертÿçине Вячеслав Шпакова – конкурсанткăсенчен чи лайăххине палăртма çăмăлах пулмарĕ-тĕр.

Уçырма хĕрĕ Диана Григорьева çакăн евĕр конкурссене ялти шкулта вĕреннĕ чухнех хутшăнатчĕ, номинацисенче çĕнтерÿçĕ те пĕрре мар пулнă. Сцена çинче хăйне тытма пĕлет, эстрада юррисене илемлĕ юрлать. Канашри финанспа экономика колледжне вĕренсе пĕтернĕ Диана халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илет. Хулари пĕр професси училищинче çĕвĕç профессине алла илекен Татьяна Кузнецова (Шелттем ял тăрăхĕ, Маяк) кăçал "Мисс Канаш" конкурса хутшăннăччĕ, çавăнпа хăйĕн мĕнле тĕрĕслев витĕр тухмаллине вăл малтанах пĕлнĕ. Таня хăй суйласа илнĕ специальноçа чунтан юратни тÿрех курăнать, тум-тире ятуллă çĕлет. Ку вара ал ĕç патне пынипе çыхăннă. Алиса Сергеева Сиккассинчи ача-пăча искусствăсен шкулĕнче ачасене музыка инструменчĕсемпе калама вĕрентет. Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнăранпа иккĕмĕш çул хăй пĕлекен ăсталăха ачасене парать. Баян, гитара каласа юрлама маттур. Катя Гаврилова Сухайкасси вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Эп пĕлнĕ тăрăх, Катя мĕн пĕчĕкрен юрлама-ташлама юратать. Кукамăшĕ Ольга Ивановна чăваш тумĕ хатĕрлеме ăста пулнăран çак туртăм хĕрачара та çирĕпленессе шанас килет.

Конкурсанткăсенчен чылайăшĕ спортпа туслă пулнине каларĕç, ирĕклĕ мелпе кĕрешме, волейбол, баскетбол секцийĕсене çÿрекенсем те пур. Çавăнпа-тăр кăçал хĕрсем пурте яштака пÿллисем хутшăннă.

Мĕнпур конкурса курса хакланă хыççăн жюри çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. "Хÿхĕм пике" ята Атнаш ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Михайлова тивĕçрĕ. Ирина Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет. "Çепĕç пике" ятпа Ухман вăтам шкулĕнче вĕренекен Марина Ивановăна чысларĕç. "Ăс пике" ята çÿлерех паллаштарнă Алиса Сергеева педагог тивĕçлипе йышăнчĕ. Диана Григорьева "Куракансем кăмăлланă пике" пулса тăчĕ. "Канаш енĕн 2012 çулхи пики" титула Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн хÿхĕм хĕрĕ Лариса Яковлева çĕнсе илчĕ. Лариса И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки. Чăннипех пур енĕпе те пултаруллă хĕр.

Конкурса хутшăннă пур пикене те район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă, асăнмалăх парне парса хавхалантарнă. Мероприятие йĕркелесе ирттерме вара "АККОНД" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ спонсорла пулăшу панă.

"Канаш ен пики" иртсе кайрĕ, çак ята çĕнсе илнĕ Лариса Яковлевăпа Ирина Михайлован ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче район чысне Шупашкарта хÿтĕлеме тивет. Çавăнпа та хĕрсене пултарулăх ăмăртăвĕнче пысăк ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр. "Чăваш Енĕн 2012 çулхи пики" пулмалла пултăр!

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика