АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнтăлу телее çывхартать

20 апреля 2012 г.

Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çынсем хуларан та, ялсенчен те ĕç шырас тĕллевпе пыраççĕ. Çакă уйрăмах эрне пуçламăшĕнче сисĕнет.

– Специалистсем пуринпе те тарават, ăшă кăмăллă, кулянăвне-пăшăрханăвне чунпа витĕр туйнăран кашнин сăмахне тимлĕ итлеççĕ, – тет центр директорĕ Борис Семенов. – Ку чухнехи пурнăç ыйтакан специальноç суйлама пулăшаççĕ, кăмăлне, илнĕ профессие кура хăйсене килĕшекен ваканси сĕнеççĕ.

Борис Алексеевич туслă коллектив пĕр-пĕрне ăнланса ÿсĕмлĕ вăй хунăран ĕçсĕрлĕх çивĕчлĕхĕ кăçал татах чакнине, центрти ĕçтешĕсем хăйсен тивĕçне туллин ăнланнине, яваплăха туйса тăнине палăртрĕ.

Пулăшу ыйтма пĕлтĕр хуларан 2225 (ялсенчен – 1667) çын пынă. Вĕсенчен 1289-шне Канашра пурăнакансене (районтан – 791) шута илнĕ. Ку йышра 59 (ялсенчен те çавăн чухлех) процент – предприятисенчен хăйсен ирĕкĕпе кайнисем, 28 (23) проц. – 30 çула çитменнисем, 64 (59) проц. – хĕрарăмсем, 17 (20) проц. – сусăррисем, 5 (12) проц. – пенси ÿсĕмне çывхарнисем.

2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 298 (130) çынна шута илнĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 1,01 (0,52) проценчĕпе танлашать. 2010 çулта 1,87 (1,39) проц. пулнă.

Центр çине тăнипе пĕлтĕр 1741 (1289) çынна ĕçе йышăннă, 14-18 çулсенчи 567 (568) çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пулăшнă, 342-шне (138) общество ĕçĕсене явăçтарнă, 62 (73) çын валли бизнес уçма субсиди уйăрнă, 170-шне (112) професси илме вырнаçтарнă, социаллă адаптаци программине 127-ĕн (69) хутшăннă, 2051-шне (1549) – профориентаци, 86-шне (30) психологи пулăшăвĕ панă.

Хулари 29 организаципе вакансисен 11 ярмăрккине йĕркелесе 280 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Районти 97 яш-кĕрĕме 7 ярмăрккăна хутшăнтарса 47-шĕн валли вырăн тупнă.

Направлени панипе Мускав, Воронеж, Амур, Волгоград облаçĕсенчи, Чулхулари, Саха (Якути) Республикинчи стройкăсене, ял хуçалăх организацийĕсене вăхăтлăха тата яланлăха 42 (48) çын ĕçе вырнаçнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сусăрсемпе уйрăмах тимлĕ. Хулапа район администрацийĕсен "Инвалидсене вырнаçтарма ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 123 (39) вырăн хатĕрленĕ. Вĕсенчен 26-шне (9-шĕ – центр направленийĕпе) йышăннă.

2011 çулта центра хулапа районтан 233 сусăр пынă, 83-шĕн кăмăлне тивĕçтернĕ, хăйсен вăйне шанман 29-шĕ валли вăхăтлăх ĕç йĕркеленĕ, виççĕшĕ обществăшăн тăрăшнă, улттăшĕ професси илнĕ, 31-шĕ социаллă адаптаци программине хутшăннă.

Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр 5 инвалид 58800-шар тенкĕ субсиди илнĕ, хăйсен бизнесне йĕркеленĕ. Хулари 13 предприяти тата районти 2 организаци 21 ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.

2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хулапа районти ĕç пĕрлешĕвĕсем 243 çынна вăхăтлăха обществăшăн тăрăшмашкăн явăçтарма 52 килĕшÿ тунă. Çынсем тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ: урамсемпе картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ, çулсене, çуртсемпе сооруженисене юсаççĕ, канцелярире мĕн хушнине пурнăçлаççĕ.

Центрта темиçе пай, кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçлать.

– Эпир 14-18 çулсенчисене кăштах та пулин нухрат ĕçлесе илме, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн пĕрремĕш хут ĕç шыракан çамрăксене вăхăтлăха та пулин вырнаçма пулăшатпăр, – тет ĕç тупма пулăшакан пай пуçлăхĕ Ирина Успенская. – Пулăшу ыйтакансене ваканси ярмăрккисенче предприяти-организаци пуçлăхĕсемпе тĕл пултаратпăр.

Çартан таврăннисен, хевтесĕррисен, колонирен ирĕке тухнисен, куçса килнисен, пенси çулне çывхаракансен, нумай ачаллă амăшĕсен ĕçе вырнаçас шанчăк çукпа пĕрех. Вĕсене ниçта та йышăнасшăн мар. "Эпир производство коллективĕсен пуçлăхĕсемпе килĕшсе татăлассишĕн çине тăратпăр, – тет малалла Ирина Валерьевна. – Çынсен хуйхи-суйхине çăмăллатасси – пирĕн кулленхи тивĕç". Центр çине тăнипе пĕлтĕр ĕçсĕррисен йышĕнчен 251 (216) çын чакнă.

Центрта Патăрьел районĕнчен Кивĕ Ахпÿртре çитĕннĕ Арсентий Каргинпа паллашрăм. Вăл Канашра 2001 çулта тĕпленнĕ, çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Мускава çÿресе ывăнсан кунта килнĕ. Виçĕм çул хăйĕн ĕçне уçнă, патшалăх панă субсидипе инструментсем туяннă. "Арсентий Геннадьевича ăшă системине юсавлă тытмашкăн сантехника ĕçне кÿлĕнме сĕнтĕм, – терĕ Борис Алексеевич. – Тивĕçе тÿрре кăларчĕ. Халĕ вăл хулара пурне те кирлĕ çын"

– Чăнласах çапла, – килĕшет Арсентий. – Нумайăшĕ паллакан пулчĕ. Çуртсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленĕ тапхăрта ĕç калăпăшĕ темиçе хут ÿсет. Алă усса ларма вăхăт çук.

Центра предприяти-организацирен ваканси пуррине пĕлтерекен хыпар килсех тăрать. Ытларах – рабочи профессийĕпе çыхăннисем: каменщик, штукатур-маляр, плиточник, бетонщик, слесарь, сварщик, водитель, платник, электромонтер... Çĕвĕçсем, поварсем, сутуçăсем, менеджерсем, фармацевтсем, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те хисепре. Бухгалтерсемпе экономистсем, юристсем, ЭВМ операторĕсем çителĕклех, вĕсен ĕçе вырнаçас шанчăк сахал. Анчах тĕллев патне çирĕппĕн ăнтăлакансем телее çывхартаççех.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика