20 апреля 2012 г.
Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" республика фестивалĕн районти тапхăрĕнчи икĕ конкурсне ирттерчĕç.
"Чăвашлăх тĕнчи" мультимеди презентаци конкурсĕнче 7-9-мĕш классенче вĕренекен 23 ача виçĕ темăран пĕрне суйласа илсе тĕпчев ĕçĕ хÿтĕлерĕ. "Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх" темăпа тĕпчеве тишкерÿ шайне çитерме пултарнипе, ума лартнă тĕллеве татса панипе, материала каласа пама тата автор хăйĕн материалне туллин пĕлнипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Энтрияль вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Алина Семенова мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта – Катя Данилова (Ямаш шкулĕ, 8-мĕш класс), виççĕмĕшĕнче – Кристина Иванова (Вăтакас Татмăш, 8-мĕш класс).
"Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем" темăпа 14-ăн тухса калаçрĕç. Пĕрремĕш вырăна Чакаç вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлÿ илекен Оля Кузнецова тивĕçрĕ, иккĕмĕшне – Валерия Дмитриева (Катек, 7-мĕш класс), виççĕмĕшне – Даша Ильина (Карăклă, 8-мĕш класс).
"Н.И.Ильминскипе В.К.Магницкий – халăхсене çутта кăларакансем" темăпа Оля Иванова (Сухайкасси вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс, 1-мĕш вырăн), Вика Максимова (Карăклă, 9-мĕш класс, 2-мĕш вырăн) палăрчĕç.
Энтрияль вăтам шкулĕн воспитанникĕ Алина Семенова пултарулăхне конкурсăн республикăри тапхăрĕнче кăтартĕ. Жюри унăн ĕçне чи лайăххи тесе йышăнчĕ. Шупашкарта Алинăн хăйĕн тĕпчевне 5-7 минут хушшинче презентаци тумалла тата жюри членĕсен ыйтăвĕсене хуравламалла.
"Шевле – 2012" ÿнер ăсталăхĕн конкурсне 6-9-мĕш классенче вĕренекен 15 ача хутшăнчĕ. Вĕсем "Раççей историйĕн çулталăкне халалланă "Тăван халăх историйĕ юлĕ манăн чĕремре" темăпа 2-3 сехет хушшинче ÿкерчĕк хайларĕç. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн 8-мĕш класс ачи Марина Кириллова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăн Зоя Григорьеван (Чакаç, 9-мĕш класс) тата Настя Иванован (Шăхасан, 8-мĕш класс), виççĕмĕш вырăн – Юля Васильеван (Çеçпĕл, 9-мĕш класс). Марина конкурсăн республикăри тапхăрне хутшăнма тивĕç пулчĕ.
Е.ИВАНОВА,
район администрацийĕн
вĕренÿ пайĕн методисчĕ.